News by date 23 March 2025
-
РФ Кинематографистсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗ çулталăкран 45 тултарать
Документлă кино ӳкерессипе те тутарстансем ăнăçлă ӗçлеççӗ. Акă, материала пичете хатӗрленӗ чухне Омскран хыпар килчӗ – ятарлă çар операцийӗ пынă вырăнсенче, Лисичанскра, Тутарстан кинематографисчӗсем ӳкернӗ «Кормильцы» (реж. А.Барыкин) документлă фильм Халăхсен хушшинчи «Свидание с Россией» кинофестивальте Гран-при çӗнсе илнине пӗлтӗмӗр.
-
Пăвара самолет мӗн туса çӳрет?
Хир ӗçӗсем эрне каяллах пуçланнă Пăвара. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем кӗрхи тырă калчисене тата нумай çул ӳсекен курăксене минераллă удобрени сапма тухнă. Вырăнти «Ялав» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, ку ӗçе вара кам мӗнле пултараять.
-
Шансан та тӗрӗсле. Тутарстансене каллех çаратаççӗ
20-ри Хусан каччи мессенджерсенчен пӗринче пӗлӗшӗ пысăк япала туянма укçи çитейменнипе 10 пин тенкӗ кивçен пама ыйтсан иккӗленсе те тăман, пӗлӗшӗ кăтартнă шут çине тӳрех укçа куçарнă. Кăшт вăхăт иртсен каллех çавăн чухлӗ ярса панă...
-
Хусан пăрăхӗсене Раççей хулисенче кӗтеççӗ
«РемГазКоммуникацисем» (РГК) тулли мар яваплăхлă общество – полимерсемпе ӗçлекен завод, хатӗр продукцие сутса вырнаçтарассипе паянхи кун çӗршыври чи паллă виçӗ предприяти шутне кӗрет.
-
Призыв йӗрки улшăнать
Апрелӗн 1-мӗшӗнчен призыв йӗрки улшăнать. РФ Патшалăх Думи «Çар тивӗçӗпе çар служби çинчен» закона мартăн 19-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра тӳрлетӳсем кӗртнӗ.