Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

РФ Кинематографистсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗ çулталăкран 45 тултарать

Документлă кино ӳкерессипе те тутарстансем ăнăçлă ӗçлеççӗ. Акă, материала пичете хатӗрленӗ чухне Омскран хыпар килчӗ – ятарлă çар операцийӗ пынă вырăнсенче, Лисичанскра, Тутарстан кинематографисчӗсем ӳкернӗ «Кормильцы» (реж. А.Барыкин) документлă фильм Халăхсен хушшинчи «Свидание с Россией» кинофестивальте Гран-при çӗнсе илнине пӗлтӗмӗр.

Союзăн юбилей пулмасан та кинематографистсем кашни çулах паллă тăваççӗ çак куна – çулталăкри çитӗнӳсене, çитменлӗхсене шута илеççӗ. Çак кун çывхарнă май иртнӗ эрнере кино ăстисем журналистсемпе тӗл пулчӗç. РФ Кинематографистсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Ильдар Ягафаров, тутар кино сценарисчӗ – «Микулай» (И.Рахимбай) сценарине те вăлах çырнă – Мансур Гилязов драматург. Председатель союзăн пӗлтерӗшӗ çинче чарăнса тăчӗ. Юлашки вăхăтра вăл пит шавламаннипе кам-тăр ӗç чарăнса ларнă тесе шутласа йăнăшнине ăнлантарчӗ. Çитӗнӳсем, тен, пит пысăк мар, анчах шăп юлашки  пилӗк çулта союзăн хăйӗн çурчӗ пулчӗ. Союз пайташӗсене те пулăшма тăрăшаççӗ – ӗçре те, харкам пурнăçра та. Тӗслӗхе çамрăк кинематографистсене социаллă ипотекăпа хваттер илме тӗрев панине те асăнмалла. Çамрăк, пултаруллă кино ăстисем хăйсем тӗллӗн ӗçлеме ăнтăлаççӗ:  укçа нумай ӗçлесе илессишӗн хăвăрт, пысăк укçа паракан реклама роликӗсене ӳкерсе пысăк, интереслӗ кино ӳкерес пултарулăха тытса тăраççӗ. 

Юбилее  çитӗнӳсемпе кӗтсе илесшӗн союзăн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ. Халиччен тутарстансем тӗрлӗ фестивальсенче призсем илсен те илемлӗ фильмсемпе анлă проката тухайманни çинчен пăшăрханса калаçрӗ вăл. Пӗлтӗр «Золотой минбар» кинофестивальте «Гора влюбленных» (режиссерӗ С.Юзеев) режиссурăшăн та, сценаришӗн те призсем илнӗ. Раççей прокатӗнче те фильм çухалса каймӗ тесе шутать И.Ягафаров.  

Ильдар Ягафаров шухăшӗпе – вăл РФ Кинематографистсен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ çеç мар, паллă кинорежиссер та – кунтан Мускава ВГИКра киносценаристсене хатӗрлеме ямалла. Тата тепӗр идея, тутар халăхӗ, Тутарстанра пулса иртекен  историсене вырăсла каласа памалла, Раççей кураканӗ валли ӳкерме тытăнсан кăна ăна çӗршыв прокатӗнче асăрхӗç, интересленӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура