Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Призыв йӗрки улшăнать

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен призыв йӗрки улшăнать. РФ Патшалăх Думи «Çар тивӗçӗпе çар служби çинчен» закона мартăн 19-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра тӳрлетӳсем кӗртнӗ.

 РФ Патшалăх Думин Оборона енӗпе комитечӗн ертӳçи Андрей Картаполов пӗлтернӗ тăрăх, çар комиссариачӗсем кашни призыв кампанийӗнчех плана тултарас тесе кирлинчен ытла повестка параççӗ. Çавна кура çар комиссариатне чӗнтерсе профессипе психологи отборӗ, медицина тӗрӗслевӗ, призыв комиссине ирттернӗ кашни çамрăках çар чаçне ăсатмаççӗ. 2023 çулта, тӗслӗхрен, гражданина çар ретне илмелли 11,6 пин йышăнăва пăрахăçлама тивнӗ. Кун пеккисен тепӗр призыв кампанийӗнче каллех çар комиссариатне килсе çак процедурăсене иртмелле. Ку вара пулас салтакшăн кăна мар, призыв комиссийӗн пайташӗсемшӗн те хушма ӗç.

Закона кӗнӗ çӗнӗ тӳрлетӳсем тăрăх, призыв комиссийӗн йышăнăвӗ унчченхи пек çур çула мар, çулталăклăха пулать. Урăхла каласан, пӗрре призыв комиссине иртнӗ, анчах çар чаçне яма ӗлкӗреймен çамрăкăн тепӗр хут комисси тухса çӳремелле пулмасть, ăна çӗнӗ призыв пуçлансан тӳрех илсе каяççӗ. Кунсăр пуçне альтернативлă служба валли профессисен списокне те ӳстернӗ, халӗ вӗсем 266.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество