Хусан пăрăхӗсене Раççей хулисенче кӗтеççӗ
«РемГазКоммуникацисем» (РГК) тулли мар яваплăхлă общество – полимерсемпе ӗçлекен завод, хатӗр продукцие сутса вырнаçтарассипе паянхи кун çӗршыври чи паллă виçӗ предприяти шутне кӗрет.
РГК 2023 çулта «Казаньоргсинтез» (СИБУРа кӗрет) заводран полиэтилен пăрăхсемпе фитингсене кăларакан завода туяннă — пилӗк производство линийӗ. Тӗп услови — производствăна малалла аталантарасси, командăна упрасси тата ӗç условийӗсене лайăхлатасси. Паянхи кун РГК панă сăмаха тытса пырать.
Заводăн тӗп сулăмӗ — шыв тата газ валли хутлă-хутлă полиэтилен пăрăхсем кăларасси. Завода туянсанах РГК модернизаци ӗçне кӳлӗннӗ, тата 2 лини туяннă — предприяти планӗсем питӗ амбициллӗ.
Тӗпрен илсен, «Казаньоргсинтез» та çак енӗпе ӗçленӗ, çӗршывра пуринчен малтан полиэтилен пăрăх кăларакансенчен пӗри пулнă. Çакă та паян РГК рынокри вырăнӗ анлă пулнине ăнлантарать. Çӗршыври коммуналлă хуçалăхсенче çеç мар, промышленность валли те кирлӗ тавар кăларать компанисен ушкăнӗ. Планра нефть, газ кăларакансемшӗн полимера арматура хушса çирӗплетнӗ пăрăхсен производствине хута ярасси.
Сăмах панă пекех, пăрăхсене сутасси çине кăна мар, унăн производстви çине те пусăм тăвать. 2025 çулта соэкструзионлă сийсемпе (виçӗ сийлӗ) кăларма пуçланă. Шалти тата тулашри сийсем ятарлă RC полиэтиленран, ăна пула çанталăк улшăнни те, шыв-шур та сиен кӳреймеççӗ пăрăха. ГОСТ кăтартăвӗпе 100 çул усă курма пулать вӗсемпе. Паллах, халӗ коммуналлă инфраструктурăра усă куракан тимӗр пăрăхсен 15 çуллăх гарантийӗ çывăха та пымасть.
Халӗ завод 1,6 метр диаметрлă пăрăхсем кăларать. Çӗршывӗпе те пӗрре çакăн пек пысăк, нумай сийлӗ пăрăх кăларакан завод. РГК пăрăхсен диаметрне 2,4 метра çитересшӗн, пăрăхӗсене спираль пек явăнса тăмалла тăвасшăн. Халӗ пӗр чарăнмасăр 26,5 километр пăрăх кăларма пултараççӗ хусансем. РГК паха тавар кăларасси пирки иккӗленмелли çук — лаборатори продукцие тӗрӗслесех тăрать. Пăрăхсем çине хăçан, кам производствăран кăларнине, гарантийӗ миçе çула пынине çырсах хураççӗ. Кӗçех лабораторире çӗршыври чи пысăк гидрованна ӗçлеме пуçлать. РГК генеральнăй директорӗн çумӗ Максим Русаков сăмахӗсемпе планпа предприяти 2024 çулта кӗркуннех суту-илӗве пуçлама хатӗр пулнă. Анчах малтанах аттестацие çӗнӗрен çирӗплетесси (юрлицо улшăннă-çке), тӳлевсем тытăнса тăнипе тата ытти пысăк мар, анчах чăрмав кӳрекен сăлтавсене пула халь кăна суту-илӗве пуçлаççӗ. Санкт-Петербургра, Калининградра, Раççейри ытти хуласенче коммуналлă инфраструктурăна улăштарма Хусан пăрăхӗсене кӗтеççӗ.
Иртнӗ эрнере заводра «Казаньоргсинтез» Директорсен канашӗн пайташӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен ӗçченӗсем пулчӗç. Полимерлă кластера аталантарни, çӗршыв экономикишӗн те, коммуналлă инфраструктурăна улăштарнă çӗрте те, ют çӗршывсенчен кӳнисем вырăнне улăштарма та кирли çинчен калаçрӗç вӗсем. ТР экономика министрӗ тата «Казаньоргсинтез» Директорсен канашӗн пайташӗ Мидхат Шагиахметов РГК пӗлтерӗшлӗ, сулмаклă партнерӗ СИБУР пулăшса пынине ырларӗ.
Максим Викторович вакансисем пурри çинчен те каларӗ журналистсене — халӗ вӗсен 475 рабочи коллективра, йыша 550 ӗçчене çитересшӗн. (О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев