News by date 23 October 2025
-
«Сила России» марафон обществăн çирӗп юхăмӗ пулса тăчӗ
Февраль уйăхӗнче пуçланă Пӗтӗм Раççейри «Сила России» спорт марафонӗн тăваттăмӗш сезонне паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче «Татар-информ» агенствăра пӗтӗмлетрӗç. Сывă пурнăç йӗркине, патриотизма тата спорт çитӗнӗвӗсене халалланă марафон шайӗнче нумай мероприяти иртнине, унта вунă пин ытла çын хутшăннине спикерсем каласа пачӗç.
-
Парламентарисем республикӑри предприятисене хальхи экономика условийӗсенче пулӑшасси çинчен
Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Анат Камӑра Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн тулашри ларӑвӗ иртет. Депутатсем «Сибур» предприятин «Нижнекамскнефтехим» ПАО площадкинче пуçтарăнас тенӗ. Мӗнле калас, тӗслӗх куç умӗнче пултăр ӗнтӗ.
-
Кӗрхи каникула 18 пин ытла ача лагерьте ирттерӗ
Тутарстанра вӗренекен шкул ачисене каникул вăхăтӗнче 381 ача-пăча кану организацийӗ кӗтсе илме хатӗр, çав шутра республика тулашӗнчи виçӗ лагерь – Крымри «Сэлэт-Ак Барс» çамрăксен центрӗ, «Илеть» ача-пăча лагерӗ тата Марий Элти «Сэлэт-Батыр» вӗренӳ центрӗ. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Патша вăхăтӗнчи Раççейре Иван Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пек пуян та анлă пӗлӳ паракан педагогика заведенийӗ урăх пулман
Чăваш халăх историйӗнче Иван Яковлевич Яковлев пек Улăп çын пулни пысăк телей. Ăна Турă хăйех ярса панă пуль пире. Вăл хăйӗн пӗтӗм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ӗçе халалланă, тăван халăх сывлăшӗпе, ун нушипе пурăннă. Çак тăлăх ӳснӗ ача пуçӗнче 15 çул тултарсанах тăван халăха мӗнле усă тăвас-ши, патша саманинче чăваш культурине епле упраса хăварас-ши текен пархатарлă шухăшсем çуралаççӗ. «Мӗншӗн ытти халăхсен хăйсен çырулăхӗ пур, чăвашсен вара çук?» – тесе тертленет Кăнна Кушкинчен Чӗмпӗре вӗренме килнӗ чăваш ачи.
-
Асăну кунӗ: паян Иван Яковлев ӗмӗрлӗхех куçне хупнăранпа 95 çул
Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Аслă Вӗрентекенӗмӗре, çутта кăлараканăмăра Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун. Шăпах çак кун 1930 çулта куçне ӗмӗрлӗхех хупнă пирӗн хаклă ентешӗмӗр.