Асăну кунӗ: паян Иван Яковлев ӗмӗрлӗхех куçне хупнăранпа 95 çул
Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Аслă Вӗрентекенӗмӗре, çутта кăлараканăмăра Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун. Шăпах çак кун 1930 çулта куçне ӗмӗрлӗхех хупнă пирӗн хаклă ентешӗмӗр.
Паян 95 çул çитрӗ çав кунтанпа. «Халăхшăн пурăнакан çын вилсен те унăн асӗнче ӗмӗрлӗхех юлӗ, ăна чăннипех телейлӗ теме пулать. Халăха юратакан çын çут хӗвел айӗнче нихăçан та çухалмасть. Курайманлăхпа пурăнакан нихăçан та тӗттӗмрен тухаймӗ, çулӗ те унăн çутă мар. Хăвăрăн вӗрентекенӗрсен сӗнӗвӗсене тӗпе хурса пурăнăр, пӗр сăмахне те ан манăр, вӗсем сирӗн чунăрсене усалтан хăтарӗç», – тенӗ хăй вăхăтӗнче И.Я.Яковлев. Тӗп-тӗрӗс сăмахсем.

Чăваш халăхӗ ăна паян кун та асра тытать. Хăй çуралса ӳснӗ Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче те, Шупашкарта та, Хусанта та, Мускавра та Аслă Вӗрентекене халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе халăхшăн тăрăшнăскер яланах халăх асӗнче вăл.
Мускаври Ваганьково масарӗнче пытарнă хисеплӗ педагога. Суварçăсем тата Хусан чăвашӗсем 2023 çулта, Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитнӗ çулталăкра, унăн вилтăприйӗ çинче пулса курчӗç, Аслă Вӗрентекене пуç тайса тав турӗç. Ун пирки «Сувар» хаçатра та, сайтра та çырнăччӗ. Çак ссылкăпа халӗ те вуласа пӗлме пулать.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев