Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суварçăсем Мускаври Ваганьково масарӗнче канлӗх тупнă Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн вилтăприйӗ çине çитсе курчӗç

Иртнӗ шăматкун, июлӗн 1-мӗшӗнче, Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раççейри Акатуя кайнă «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, вӗсен ачисем тата Хусанти, Тутарстанри чăвашсен хастарӗсем чăваш халăхне çутта кăлараканăн, Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевич Яковлевăн вилтăприйӗ çинче пулса курчӗç. Суварçăсем Иван Яковлевичăн вилтăприйӗ çине çитсе пуç тайма тахçанах палăртса хунăччӗ, мӗншӗн тесен редакци кăçал Аслă Вӗрентекенӗмӗр çуралнăранпа 175 çул çитнине шута илсе ăна халалланă «Аслă Вӗрентекенӗмӗр еткерӗ» проект пурнăçлать. Проект шайӗнче тумалли ӗçсен шутӗнче И.Я.Яковлевăн вилтăприйӗ çине çитсе килесси тӗп вырăнтаччӗ.

Малтан эпир Иван Яковлевичăн тăхăмӗсемпе тӗл пулма палăртса хунăччӗ – çакăн пирки вӗсем апрель уйăхӗнче унăн 175 çулхи юбилейне халалланă мероприятисене Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкине тата Шупашкара килсен калаçса татăлнăччӗ. Вăхăт çав тери сахал пулнипе  Иван Яковлевичăн кӗçӗн-кӗçӗн мăнукӗн Любовь Михайловна Ордынскаян мăшăрӗпе Никита Георгиевичпа эпир «Красные ворота» метро станцийӗнче тӗл пултăмăр. Маларах хаçатра çырнăччӗ ӗнтӗ, Ордынскисем кӗнеке кăларас ӗçпе ӗçлеççӗ, мăн кукашшӗн ӗçне малалла тăсаççӗ. Никита Георгиевич пире кашнинех мăшăрӗпе пӗрле калăпласа кăларнă кӗнекесене парнелерӗ, халь мӗнле кăларăмсемпе ӗçлени пирки каласа пачӗ. Эпир те ăна «Сувар» хаçатăн кăçалхи номерӗсене, пылак кучченеç чак-чак парнелерӗмӗр. Н.Г.Ордынский пире Ваганьково масарне мӗнле каймаллине тӗплӗн ăнлантарса ячӗ. Унпа ăшшăн сывпуллашса малалла кайрăмăр.

Халиччен пиртен Иван Яковлевичăн вилтăприйӗ çинче никам та пулса курман. Анчах та тупайăпăр-ши тесе иккӗленмерӗмӗр те. «1905 çул урамӗ» метро станцийӗнче тухса чечек туянтăмăр та Ваганьково масарне тупрăмăр. Кӗрсен пӗрремӗш аллейăрах сылтăмалла пăрăнмалла та 4-мӗш участок тупмалла иккенне интернетра вуласа пӗлнӗччӗ маларах. Кивӗ масарта вилтăприсем питӗ нумай, хушшисенчен иртме те çук. «Ăçтарах-ши, тупайăпăр-ши?» – текелетпӗр. 4-мӗш участок тӗлне çитсен масар хӳми еннелле пăрăнтăмăр. Шăпах хӳме çывăхӗнче шырамалла тесе çырнăччӗ Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Николай Васильевич Федоров хăйӗн нумай пулмасть «ВКонтакте» социаллă сетьре çырнă постӗнче: «Ваганьково – Мускаври чи пысăк масарсенчен пӗри. Паянхи куна сыхланса юлнă вилтăприсен шучӗ кăна 100 пинрен иртнӗ, çухалнисене те шута илсен çур миллиона та çитет. Кунта çӗршывăмăршăн паллă ӗçсем тунă мăнаçлă çынсем те, тӗп хулара пурăннă ахаль çынсем те канлӗх тупнă. Атăлçи халăхӗсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева та Ваганьковăра пытарнă. Ун вилтăприне тупма çăмăл мар, нимле указатель те кăтартмасть хăш еннелле каймаллине. Анчах та пӗлекен çынсем ăнлантараççех: масар çине кӗрсен сылтăмалла пăрăнмалла та вилтăприсен тăкăс речӗпе масар хӳми еннелле утмалла – утсан-утсан «Учитель чувашского народа» тесе çырнă пысăк чул хӗресе куратăн...»

Çутă хăмăртарах хӗрес шыратпăр. Акă нумай-нумай вилтăпри хушшинче курах кайрăмăр: «Учитель чувашского народа Иван Яковлевич Яковлев тесе çырнă мрамор хӗресе. Пӗр йăнăшмасăр çак тӗле пырса тухрăмăр. Тӗлӗнтермӗш мар-и? Иван Яковлевич ентешӗсене кӗтнӗ курăнать. Пире, хăй çуралса ӳснӗ Тутарстан çӗрӗнчен ятарласа килнӗскерсене, вăл хăй пулăшни пирки пӗр иккӗленӳ те çук. 

– Хисеплӗ Иван Яковлевич, пире чăваш халăхӗшӗн малашне те ăнăçлă ӗçлеме пехилле. Пирӗн чӗлхе те ан пӗттӗр, культура та малалла аталантăр, чăваш хаçачӗсем те пурте ӗçлеччӗр. Ачасем те чăвашлах калаçчăр. Эсир чăваш чӗлхишӗн мӗнле тăрăшнă, пирӗн те çаплах тăрăшасчӗ. Чăваш халăхӗн пуласлăхӗ ырă пултăрччӗ, – терӗ «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова. 

Аслă Вӗрентекене пурте пуç тайрăмăр, унăн калама çук сулмаклă ӗçӗсемшӗн тав турăмăр, пире чăваш халăхӗшӗн тăвакан ӗçсенче пулăшса пыма ыйтрăмăр, вилтăпри çине чечек хутăмăр.

Чунра канлӗ-канлӗ пулса кайрӗ. Тутарстан çӗрӗ çинче çуралса 50 çул ытла Чӗмпӗрте чăваш халăхне вӗрентес ӗçре ырми-канми вăй хунăскер тăван тăрăхран пине яхăн çухрăмра канлӗх тупнă Иван Яковлевич  ентешӗсем килсе курнăшăн савăннине чӗрепе туйрăмăр. Халăхăмăршăн ӗçлеме пире пил пачех пулӗ тесе шутлатпăр.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева