Кӗрхи каникула 18 пин ытла ача лагерьте ирттерӗ
Тутарстанра вӗренекен шкул ачисене каникул вăхăтӗнче 381 ача-пăча кану организацийӗ кӗтсе илме хатӗр, çав шутра республика тулашӗнчи виçӗ лагерь – Крымри «Сэлэт-Ак Барс» çамрăксен центрӗ, «Илеть» ача-пăча лагерӗ тата Марий Элти «Сэлэт-Батыр» вӗренӳ центрӗ. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Кану организайийӗсем кӗрхи каникул вăхăтӗнче пурӗ 18 610 шкул ачине йышăнӗç, вӗсенчен 6 586-шӗ – стационарлă лагерьсенче, 12 024-шӗ шкул çумӗнчи лагерьсенче канӗç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене лагерьсенче канма 250 ытла тӳлевсӗр путевка панă.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров ачасен канăвӗн хăрушсăрлăхӗпе пахалăхӗ тӗп приоритетсем пулни çине пусăм тунă. Вăл республикăри «Лето» центрӗн ӗçченӗсем Ведомствăсен хушшинчи комиссипе пӗрле лагерьсене пур енлӗн хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес тесе тӗрӗслевсем тăтăшах ирттерессине каласа хăварнă.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев