Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Парламентарисем республикӑри предприятисене хальхи экономика условийӗсенче пулӑшасси çинчен

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Анат Камӑра Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн тулашри ларӑвӗ иртет. Депутатсем «Сибур» предприятин «Нижнекамскнефтехим» ПАО площадкинче пуçтарăнас тенӗ. Мӗнле калас, тӗслӗх куç умӗнче пултăр ӗнтӗ.

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, Анат Камӑра Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн тулашри ларӑвӗ иртет. Парламентарисем республикӑри предприятисене хальхи экономика условийӗсенче пулӑшу памалли мерӑсене сӳтсе яврӗç.  Унсăр пуçне Патшалӑх Канашӗн черетлӗ, вун пиллӗкмӗш ларӑвӗпе   çыхӑннӑ йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухӗç.  Лару ӗçне Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин йӗркелесе пычӗ.

Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗ «Сибур» предприятин «Нижнекамскнефтехим» ПАО площадкинче иртрӗ. Кӑнтӑрла иртсен парламентарисем Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе, «Нижнекамскнефтехим" ПАО генеральнӑй директорӗпе Марат Фаляховпа пӗрле предприятин производство площадкин ӗçӗпе, экономикӑпа социаллӑ тӗллевлӗ çӗнӗ проектсене пурнӑçлассипе паллашрӗç. Парламентарисем заводăн тӗп лабораторине, юсавпа механика заводне тата поликлиникӑна çитсе курчӗç.

Хальхи вӑхӑтра «Нижнекамскнефтехим» синтетика каучукӗн производствипе тӗнчере топ-10 шутне кӗрет, синтетика полиизопрен туса кăларассипе те тӗчипе те паллă производительсен шутӗнче. Бутил каучукне рынока кăларассипе те виçӗ поставщикран пӗри пулса тăрать.

Предприятире импорта хамăр продукципе ылмаштарасси те лайăх пурнăçланса пырать. Продукци линейкине анлӑлатас тата импорта ылмаштарас тӗллевпе ЭП-600, Гексен этилен комплексӗ (кӑçалхи август уйӑхӗнче хатӗр продукцин пӗрремӗш партийӗ тухнă) проектсем, этилбензол, стирол тата полистирол туса кăларассипе комплекссен строительстви, металлоцен полиэтиленӗн производствин установкине реконструкцилессине, «Анат Кама-Хусан» çӗнӗ этиленпроводне тăвассине хута янă.  

Социаллӑ проектсене илес пулсан, 3 çул хушшинче «Сибурӑн» ку енӗпе хывнӑ пӗтӗмӗшле инвестицисем 13 миллиард тенкӗрен те иртнӗ.

Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн пайташӗсен ӗçлӗ çулçӳревӗ заводӑн тӗп лабораторине çитсе килнинчен пуçланчӗ. Лаборатори кӳрсе килнӗ  чӗртавара, технологи процесӗсене оперативлӑ тӗрӗслесе тăрать, çав шутра хатӗр продукцие те тата тавралӑх объекчӗсен лару-тăрăвӗшӗн явапа хăй çине илнӗ.

Вăл «Сибурăн» чи пысӑк лабораторийӗ пулса тăрать. Кунта туса илекен мӗнпур продукцие – 120 яхăн вӗсем, тӗрӗслесе тăраççӗ. Пурлӑхпа техника базине çӗнетни ӗç тухӑçлӑхне 2 хутчен ӳстерме май панă. Хӑш-пӗр йышши анализсен хăвăртлăхӗ 15 хут ӳснӗ, тӗпӗслевсен номенклатури те анлӑланнӑ. Пӗр талӑкра лабораторире 1000 яхӑн проба илеççӗ, 3800 яхӑн тӗрӗслев ирттерсе хатӗр продукцин 80 яхӑн партине тишкереççӗ.

Предприятин юсавпа механика завочӗ оборудованисене пӑхса, юсаса тӑрассипе ӗçлет. Вӑл Раççейӗпе те чи пысӑк юсав предприятийӗсенчен пӗри. Предприятин 800 пин ытла оборудованине йăлт пăхса тăраççӗ. Çулталӑкра завод 20 пин ытла запас пайсем туса кӑларать.  «Нижнекамскнефтехимăн» механика заводне паянхи кунпа тивӗçтерес тӗллевпе  2023 çулта инвестици проектне пуçарнă. Çур ӗмӗр ытла историллӗ завода пӗтӗмпех тенӗ пек сӳтсе çӗнӗрен хальхи стандартсемпе пуçтараççӗ. Хальхи вӑхӑтра объект 90 процента хатӗр. 2025 çулхи декабрь уйӑхӗ тӗлне заводра çӗнетнӗ производствӑн пур участокӗ те хута каймалла.

«Нижнекамскнефтехимăн» поликлиники чи пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра 15 пин çынна — предприяти ӗçченӗсене, ветеранӗсене тата ун çывăхӗнче пурăнакансене пӑхса тӑрать. Кӑçал çӗнетӳ вӗçленнӗ, çуртра мӗнпур коммуникацисене, çурт тăррине юсанă, медицина оборудованийӗсене туяннă, стоматологи кабинечӗсемпе эндоскопи уйрӑмне уçнă, пациентсене электрон черет тăрăх йышăнасси хута кайнă. Медицина инфраструктурине çӗнетесси çине пӗтӗмпе инвестици шутӗнчен 1,5 миллиард тенкӗ тăкакланă.

«Нижнекамскнефтехимра» иртнӗ Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗн кун йӗркинче республикӑри предприятисене хальхи экономика условийӗсенче пулӑшу памаллипе çыхăннă ыйтусем тӗп вырăнта пулчӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем: Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн пресс-службин.

https://tatarstan.ru 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Президиум Госсовета