Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Сила России» марафон обществăн çирӗп юхăмӗ пулса тăчӗ

Февраль уйăхӗнче пуçланă Пӗтӗм Раççейри «Сила России» спорт марафонӗн тăваттăмӗш сезонне паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче «Татар-информ» агенствăра пӗтӗмлетрӗç. Сывă пурнăç йӗркине, патриотизма тата спорт çитӗнӗвӗсене халалланă марафон шайӗнче нумай мероприяти иртнине, унта вунă пин ытла çын хутшăннине спикерсем каласа пачӗç.

РФ Общество палатин членӗ, марафонăн Тутарстанри координаторӗ Ольга Павлова кăçал Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă проект питӗ анлă сарăлнине пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе Раççейӗпех иртнӗ 17 пин уçă тренировкăна 800 пин çын хутшăннă. Тутарстанра марафон мероприятийӗсене 15 пин çын хутшăннă. Тӗп мероприятисенчен пӗри –  паллă спортсмен, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Данис Зарипов ирттернӗ хоккей тренировки.

Ольга Павлова çӗнӗ регионсене тата ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси çине уйрăм тимлӗх уйăрнине палăртрӗ. Вăл çынсене спорт занятийӗсене явăçтармалли мелсем самай улшăннине те каласа хăварчӗ.

«Бердянскри Азов патшалăх педагогика университечӗн студенчӗсене 28 ГТО палли 28 патăмăр. Çак церемони пӗр минут шăп тăнинчен пуçланчӗ. ГТО нормативӗсене ăнăçлă панă студентсенчен пӗри наградăна хăй илеймерӗ – ăна вилнӗ хыççăн унăн çемйине патăмăр», – пӗлтерчӗ  марафонăн  республикăри  координаторӗ.

«Единая Россия» парти майлисен Регионти канашӗн сопредседателӗ Ксения Дромняк марафон шайӗнчи кашни ăмăртăва ятарлă çар операцине хутшăнакансем  е вӗсен çемиисем хутшăннине палăртрӗ.

«Марафон сарăлса пырать, унта кашни муниципаллă район хутшăннни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çакăн пек тӗслӗхсем палăртса килет – Элметре иртнӗ массăллă эстафетăна 500 ытла çын хутшăнчӗ, вăйлă  çумăр çуни та вӗсене хăратмарӗ, Нурлатра 29 220 отжимани (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вӗçленнӗ хыççăн шăпах çакăн чухлӗ вăхăт иртнӗ) туни тата резинкăпа сикни (прыжки в резиночку) пек манăçа тухнă вăйăсене каялла тавăрни», – асăнчӗ спикер.

Марафонăн Лениногорскри координаторӗ Игорь Храмов  чушкă вăййин (городки) ăмăртăвне çӗнӗрен чӗртес ӗçри çитӗнӳсем çинчен каласа пачӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, мӗнпур стандартсене тивӗçтерекен площадка туни спортăн çак тӗсне районта  аталантарма пулăшать. Лениногорск команди Пӗтӗм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсем йышăннă.

«Сила России»  марафон обществăн çирӗп юхăмӗ пулса тăнине кашни спикер палăртрӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: марафон СилаРоссии