News by date 24 October 2025
-
Регионсен хушшинчи «Çеçпӗле вулатпăр» конкурса хутшăнма васкăр!
Хаклă вулакансем, поэзипе чăваш сăмахне юратакансем! Сире регионсем хушшинче иртекен «Çеçпӗле вулатпăр» илемлӗ вулав конкурсне хутшăнма чӗнеççӗ. Ку проект «Çеçпӗл йыхравӗ» поэзи фестивалӗ шайӗнче иртет, ăна чăваш поэзине никӗслекенсенчен пӗрне – Çеçпӗл Мишшине халалланă.
-
Кăнна Кушкинче Иван Яковлева асăнчӗç
Ӗнер Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче чăваш халăхне çутта кăларнă, çак ялта çуралса ӳснӗ Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев яланлăхах куçне хупнăранпа 95 çул çитнине асăнчӗç. «Хуть хăш саманара та аслă» ятпа иртнӗ митинга Кăнна Кушки шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем, ял-йыш тата священнослужительсем хутшăнчӗç.
-
60 пин тенкисӗр тăрса юлнă
РФ ШӖМӗн Хусанти Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, полици уйрăмӗсенчен пӗрне çак кунсенче 1996 çулта çуралнă хӗрарăм пынă.
-
Аслă шкула вӗренме кӗмелли балсене ӳстернӗ
Раççей Вӗрентӳпе наука министерстви 2026-2027 вӗренӳ çулне Пӗрлехи патшалăх экзаменӗн аслă шкулсене вӗренме кӗмелли балне ӳстернӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.