Аслă шкула вӗренме кӗмелли балсене ӳстернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă шкула вӗренме кӗмелли балсене ӳстернӗ

Раççей Вӗрентӳпе наука министерстви 2026-2027 вӗренӳ çулне Пӗрлехи патшалăх экзаменӗн аслă шкулсене вӗренме кӗмелли балне ӳстернӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.

Çакăн çинчен калакан документра çирӗплетнӗ тăрăх, балсене ӳстерни вӗрентӳ пахалăхне ӳстерессипе çыхăннă.

Çапла вара тепӗр çул аслă шкула вӗренме кӗмешкӗн Пӗрлехи патшалăх экзаменӗн чи пӗчӗк балӗсем çапларах:

Вырăс чӗлхипе – 40; 

Профильлӗ математикăпа – 40;

Физикăпа – 41;

Обществознанипе – 45;

Историпе – 40;

Информатикăпа – 46;

Ют чӗлхепе – 40;

Литературăпа – 40;

Биологипе – 40;

Химипе – 40;

Географипе – 40.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, улшăнусем хими, биологи, физика, истори тата ют чӗлхе предмечӗсене пырса тивнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Образование

Нет комментариев