Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

60 пин тенкисӗр тăрса юлнă

РФ ШӖМӗн Хусанти Управлени­йӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, полици уйрăмӗсенчен пӗрне çак кунсенче 1996 çулта çуралнă хӗрарăм пынă.

Ун патне социаллă сетьсенчен пӗринче вăл 230 пин тенкӗ выляса илни пирки сообщени килнӗ. Анчах та ăна илес тесен малтан налог тӳлемелле иккен. Сыхлăх пирки аса та илмен хӗрарăм, ссылка çине пуснă – хăйӗн банк карттин даннăйӗсене çырнă. Унччен те пулман – карточка çинчен 60 пин тенки çухалнă та. Шантарнă 230 пине темле кӗтсен те кӗтсе илеймен хайхискер. Полицие каймалли кăна юлнă.

Хальхи вăхăтра полици ӗçченӗсем преступнике шыраççӗ, уголовнăй ӗç пуçарнă. Полици граждансене тимлӗрех пулма ыйтать. Енчен те сирӗн пата соцсетьсем, электронлă почта е телефон урлă эсир укçа выляса илнӗ пирки палламан çынсем çыраççӗ-тӗк, шанма ан васкăр, хăвăрăн даннăйсене ан калăр. Шулӗксем çапла хăтланаççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники