Кăнна Кушкинче Иван Яковлева асăнчӗç
Ӗнер Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче чăваш халăхне çутта кăларнă, çак ялта çуралса ӳснӗ Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев яланлăхах куçне хупнăранпа 95 çул çитнине асăнчӗç. «Хуть хăш саманара та аслă» ятпа иртнӗ митинга Кăнна Кушки шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем, ял-йыш тата священнослужительсем хутшăнчӗç.
Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейӗн заведующийӗ Алексей Пыркин хăйӗн сăмахӗнче Аслă Вӗрентекенӗн чăваш халăхӗн шăпинчи вышкайсăр тӳпине палăртрӗ. Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Володар Тимофеев вара Иван Яковлев хăйӗн укçипе 400 ытла шкул уçни пирки каласа пачӗ.
.jpg)
Мероприятире çутта кăлараканăмăрăн тӗнпе çыхăннă еткерлӗхӗ çине уйрăмах витӗм турӗç. Теччӗ хулинчи Троицки соборӗн настоятелӗ Максим Смирнов иерей Иван Яковлев хăй халăхӗ валли алфавит туса, тӗн кӗнекисене вырăсларан куçарса чăвашсене чиркӳпе, Христоспа çывăхланма пулăшни пирки каларӗ.
.jpg)
Чăваш Енри Елчӗк округне кӗрекен Лащ Таяпа ялӗнчи, Пăва районӗнчи Хăятри храмсен настоятелӗсем Силуан аттепе Николай атте те Иван Яковлев чăваш халăхне Турра шанма вӗрентни пирки асăнчӗç.

Митинга хутшăнакансем Иван Яковлевичăн палăкӗ умне чечек хучӗç.
.jpg)
Володар Аркадьевич Кăнна Кушкинчи шкула тата музее, çавăн пекех пачăшкăсене Аслă Вӗрентекенӗн мăшăрӗ Екатерина Алексеевна çинчен çырнă кӗнекене парнелерӗ.
.jpg)
Юлашкинчен пачăшкăсем ялти часавайра панихида ирттерчӗç.
Альбина ХАРИТОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев