News by date 26 October 2017
-
Чӗлхе политика вăййи пулмалла мар
( Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран). РФ Президенчӗ Владимир Путин Йошкар-Олара иртнӗ Нацисен хутшăнăвӗсемпе канашӗн ларăвӗнче тăван мар чӗлхене вăйпа вӗрентме кирлӗ марри пирки асăрхаттарсан наци республикисенче пăлханусем пуçланчӗç. Вӗрентӳпе наука министерствисен компетенцийӗнче кăна пăхса тухмалли ыйтăва нумайăшӗ политизацилеме, ăна наци интересӗсемпе çыхăнтарма тăрăшать. Тутарстанра тутар чӗлхине вӗрентесси пирки кашни...
-
Виталий СТАНЬЯЛ: « Кама хушаççӗ – çавна суйлаççӗ»
( Ирина Кузьмина куçарнă. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар Чăваш наци конгресӗн черетлӗ съездне пуçтарать. Кăçалхи юбилейли, вăл 10-мӗш хут иртет. ЧНК йӗркеленнӗренпе 25 çул çитрӗ. Апла-и, капла-и - чӗрӗк ӗмӗр ӗçленӗскер, халăх умӗнче пулнă. Съезд умӗн «Idel.Реалии» сайт ЧНКна йӗркелекенсенчен пӗринпе, мӗнпур съезда хастар хутшăнаканпа, ЧНК Мăн Канашӗн...
-
Тутарстанра тепӗр производство пулать
Тутарстанра çывăх вăхăтра тепӗр нефтьпе хими производстви хута каймалла. Инвестици калăпăшӗ 10 миллиард доллар. Проекта «Линде» нимӗç концернӗпе пӗрле пурнăçласси пирки каланă РФ Президенчӗ В.Путин пресс-конференцире Германин Президенчӗпе Франк Вальтер Штанмайерпа пулнă тӗлпулăва пӗтӗмлетсе, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Документа Кремль сайтӗнче вырнаçтарнă-мӗн. Аса илтеретпӗр, Тутарстанри «Нижнекамскнефтехим» кун пирки «Линде» нимӗç концернӗпе...
-
Элметри «Санта-Барбара»
( Ирина Кузьмина. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 17-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Шешма юханшывӗн 3 метр тарăнăшӗнчен ВАЗ-2105 автомобиле кăларнă. Унăн багажникӗнче пуçне çапса çурнă 53-ри Клемтел çыннин виллине тупнине хыпарлать республикăри следстви управленийӗ. Вырăнти халăх пӗлтернӗ тăрăх, вăл виçӗ ача ашшӗ, эрех-сăрапа иртӗхмен, газовикра ӗçленӗ чăваш. Темиçе эрне каялла ялтан машини-мӗнӗпех...
-
Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне парӗç-и?
Чăваш Ен журналисчӗсем çак кунсенче ЧР Пуçлăхӗпе Михаил Игнатьевпа иртнӗ пресс-конференцире Шупашкарти аэропорта Раççейӗн виççӗмӗш космонавчӗн, мухтавлă ентешӗн Андриян Григорьевич Николаевăн ятне парас ыйтăва хускатнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Республика ертӳçи ку ыйтăва сивлемен, çапах çирӗплетмен те, малтан халăхпа сӳтсе явмаллине каланă.
-
Ульяновск облаçӗнчи ЧНКАна 20 çул
Ку эрне чăваш тӗнчишӗн хӗрӳ: Чăваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитет, октябрӗн 28-мӗшӗнче ЧНКан 10-мӗш съезчӗ пуçтарăнать. Ульяновск тăрăхӗнчи чăвашсемшӗн те паллă пулăм. Октябрӗн 27-мӗшӗнче кунта Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 20 çул çитнине паллă тăваççӗ. Уяв мероприятийӗ «Губернаторский» Культура çуртӗнче 16 сехетре пуçланать. (Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран).