Элметри «Санта-Барбара»
( Ирина Кузьмина. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 17-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Шешма юханшывӗн 3 метр тарăнăшӗнчен ВАЗ-2105 автомобиле кăларнă. Унăн багажникӗнче пуçне çапса çурнă 53-ри Клемтел çыннин виллине тупнине хыпарлать республикăри следстви управленийӗ. Вырăнти халăх пӗлтернӗ тăрăх, вăл виçӗ ача ашшӗ, эрех-сăрапа иртӗхмен, газовикра ӗçленӗ чăваш. Темиçе эрне каялла ялтан машини-мӗнӗпех...
( Ирина Кузьмина. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 17-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Шешма юханшывӗн 3 метр тарăнăшӗнчен ВАЗ-2105 автомобиле кăларнă. Унăн багажникӗнче пуçне çапса çурнă 53-ри Клемтел çыннин виллине тупнине хыпарлать республикăри следстви управленийӗ.
Вырăнти халăх пӗлтернӗ тăрăх, вăл виçӗ ача ашшӗ, эрех-сăрапа иртӗхмен, газовикра ӗçленӗ чăваш. Темиçе эрне каялла ялтан машини-мӗнӗпех çухалнăран ăна ӗçтешӗсем, волонтерсемпе ял çыннисем шыраса та пăхнă, анчах тупайман.
Следовательсем хальхи вăхăтра унăн 36-ри пӗртăван шăллӗне тытса чарнă. Çак преступление вăл тума пултарнă текен шухăш пур вӗсен. Çитменнине вăл хăй те айăпӗнчен тунмасть.
Следствин пӗр версийӗ - кӗвӗçӳ. Ку «Санта-Барбара» 10 çул каяллах пуçланнă иккен. Аслă пиччӗшӗн арăмӗ шăллӗ патне пăрахса кайнă иккен. Анчах нумай пулмасть хӗрарăм малтанхи упăшкине каллех аса илсе унпа та тӗл пулма тытăннă. Шăпах çакна пула сентябрӗн 24-мӗшӗнче икӗ пӗртăван çапăçса кайнă та. Кӗçӗнни асли патне килне килнӗ те мунча кӗрекен тетӗшне пуçӗнчен арматура касăкӗпе темиçе хутчен çапнă. Ун хыççăн çаппа-çарамасах багажнике чиксе юханшыв хӗррине илсе кайнă та машинипех шыва чăмтарнă. Хăй вара унăн телефонне илсе арăмӗ патне ун ятӗнчен кунӗпех СМСсем çырнă. Юлашки СМСӗнче урăх хӗрарăм патӗнче пулнине, çавăнпа шырамалла маррине пӗлтернӗ. Çакăнпа çыхăну татăлнă. Хальхи вăхăтра ку факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ, следстви пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев