Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра тепӗр производство пулать

Тутарстанра çывăх вăхăтра тепӗр нефтьпе хими производстви хута каймалла. Инвестици калăпăшӗ 10 миллиард доллар. Проекта «Линде» нимӗç концернӗпе пӗрле пурнăçласси пирки каланă РФ Президенчӗ В.Путин пресс-конференцире Германин Президенчӗпе Франк Вальтер Штанмайерпа пулнă тӗлпулăва пӗтӗмлетсе, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Документа Кремль сайтӗнче вырнаçтарнă-мӗн. Аса илтеретпӗр, Тутарстанри «Нижнекамскнефтехим» кун пирки «Линде» нимӗç концернӗпе...

Тутарстанра çывăх вăхăтра тепӗр нефтьпе хими производстви хута каймалла. Инвестици калăпăшӗ 10 миллиард доллар. Проекта «Линде» нимӗç концернӗпе пӗрле пурнăçласси пирки каланă РФ Президенчӗ В.Путин пресс-конференцире Германин Президенчӗпе Франк Вальтер Штанмайерпа пулнă тӗлпулăва пӗтӗмлетсе, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Документа Кремль сайтӗнче вырнаçтарнă-мӗн.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанри «Нижнекамскнефтехим» кун пирки «Линде» нимӗç концернӗпе кăçал июнь уйăхӗнче Петербургра иртнӗ экономика форумӗнче килӗшӳ тунăччӗ. Контракт хакӗ 868 миллион евро.

Килӗшӳ условийӗсем тăрăх, нимӗç компанийӗ республика территорийӗнче çулталăкне 600 пин тонна этилен кăларакан завод тумалла. Производство 2020 çулта хута каймалла, унта çаплах тӗрлӗ пластик та кăларӗç. (Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев