Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Виталий СТАНЬЯЛ: « Кама хушаççӗ – çавна суйлаççӗ»

( Ирина Кузьмина куçарнă. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар Чăваш наци конгресӗн черетлӗ съездне пуçтарать. Кăçалхи юбилейли, вăл 10-мӗш хут иртет. ЧНК йӗркеленнӗренпе 25 çул çитрӗ. Апла-и, капла-и - чӗрӗк ӗмӗр ӗçленӗскер, халăх умӗнче пулнă. Съезд умӗн «Idel.Реалии» сайт ЧНКна йӗркелекенсенчен пӗринпе, мӗнпур съезда хастар хутшăнаканпа, ЧНК Мăн Канашӗн...

( Ирина Кузьмина куçарнă. К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар Чăваш наци конгресӗн черетлӗ съездне пуçтарать. Кăçалхи юбилейли, вăл 10-мӗш хут иртет. ЧНК йӗркеленнӗренпе 25 çул çитрӗ. Апла-и, капла-и - чӗрӗк ӗмӗр ӗçленӗскер, халăх умӗнче пулнă. Съезд умӗн «Idel.Реалии» сайт ЧНКна йӗркелекенсенчен пӗринпе, мӗнпур съезда хастар хутшăнаканпа, ЧНК Мăн Канашӗн пайташӗпе, Чăваш шурсухалӗсен председателӗпе Виталий Станьялпа курса калаçнă. Интервью «Сувар» вулаканӗсемшӗн те интереслӗ, усăллă пуласса шанса хамăр хаçатра та куçарса пичетлес терӗмӗр.

- Виталий Петрович, çак çулсенче тунă ӗçсем çинчен мар, ЧНК мӗнле йӗркеленни, унăн пӗрремӗш утăмӗсем çинчен каласа параймăр-ши?

  • Калаçăва капла аякран пуçлама тивет. Мана хама чăвашсене, чăваш диаспорине пӗрлештерес шухăш студент çулӗсенченех интереслентернӗ. 1958 çултан пуçласа 2013 çулччен Ульяновск, Куйбышев (халӗ Самар), Пенза, Тюмень, Иркутск, Кемерово облаçӗсенчи, Тутарстанри, Пушкăртстанри чăваш ялӗсене фольклор, таврапӗлӳ экспедицийӗсене çӳренӗ. Анчах та халăха пӗрлештерес ӗçре çирӗп утăмсене 1988 çулта кăна тума тиврӗ. Ун чухне эпӗ Иван Яковлев ячӗллӗ обществăн уставне çыртăм. Анчах та ăна çирӗплетекен съезда Шупашкарти милици чарса лартрӗ. Çавăнпа общество чи малтан Ульяновск хулинче йӗркеленчӗ. Ун хыççăн Шупашкарта та Чăвашсен обществăпа культура центрӗ йӗркеленчӗ. Анчах ЧОКЦ кӗçех ЧОКЦ-1 тата ЧОКЦ-2 çине пайланчӗ. Пуçланчӗ вара ниме кирлӗ мар тавлашу. ЧОКЦ-1 «Вучах» хаçатра Станьяла персе пăрахмалла тесе те çырнăччӗ. Çак тавлашăва пӗтерес тесех культура центрӗнчен вăйлăрах общество йӗркелемеллеччӗ.

    ХАЛĂХА ШАНĂÇ, ЙĂПАНУ ПАМАЛЛАЧЧӖ

Республикăри Çутӗç çуртӗнче вăл вăхăтра эрнесерен «Тӗпел» клуб (мана унăн координаторне суйланăччӗ) кӗрлетчӗ. Унтах Чăваш халăх хуралне йӗркелерӗмӗр. Унăн ертӳçине каллех мана суйларӗç. Ун чух самана лăпкă марччӗ. Суверенитет çинчен декларацие Армени, Азербайджан, Грузи, Латви, Молдова, РСФСР, Эстони йышăнчӗ. СССРа сыхласа хăварасси çинчен референдум та йышăннăччӗ ӗнтӗ, сасартăк -Беловежская пуща, ГКЧП пăлхавӗ. Нацисем хушшинчи хирӗçтăрусем, митингсем, забастовкăсем, çарату, вӗлерӳ, финанс пирамидисем, выçлăх. Уйрăмах Чăваш Ене çуклăх лару-тăрăвӗ килчӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчинчен те япăхрахчӗ вăл. Чăваш ялӗсенче çынсем ӗçке ярăнчӗç, çарату, ӗçсӗрлӗх, хăйсем çине алă хурасси пуçланчӗ. Çав вăхăтра халăха мӗнле-тӗр йăпану, шанăç памаллаччӗ.

Ытти партисемпе центрсем пурте ( вăл вăхăтра вӗсем шутсăр нумай ӗрчесе кайнăччӗ) хăйсем хушшинче тем пайлама пуçларӗç. Шăп çакăн пек лăпкă мар вăхăтра Халăх хуралӗ пӗтӗм чăваш съездне пуçтарма шутларӗ.

Пирӗн чӗнӗве ЧАП чăваш партийӗ тӗрев пачӗ, «Хыпар» хаçат пичетлесе кăларчӗ. Республикăн Аслă Канашӗ те пире илтсе йӗркелӳ комитечӗ йӗркелерӗ. Республикăн Аслă Канашӗн Председателӗ, вăлах йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи Эдуард Кубарев пӗрремӗш ларурах организацин тӗп параметрӗсене палăртас шутпа мана Устав çырма хушрӗ.

КАЯРАХ ЙӖРКЕЛЕСЕН ТЕ МАЛАРАХ ИРТТЕРЧӖ

Конгресăн кирлӗлӗхӗпе кирлӗ марлăхӗ çинчен тавлашусем малаллах тăсăлчӗç. Чăвашăн шиклӗхӗ тата нумай чăрмантарчӗ-ха... Тутарстан хăйӗн конгресне пиртен каярах йӗркелеме пуçларӗ пулсан та съездне маларах ирттерчӗ! Тутарсен те (вӗсен Курултайӗнче мана та пулса курма тӳр килчӗ),чăвашсен те съезчӗ хальччен пулман çӳллӗ шайра иртрӗ. Кирлӗ йышăнусем турăмăр. Чăваш конгресӗ вăйлă та кирлӗ пулса тухрӗ. Вăл хăйӗн энергийӗпе тата потенциалӗпе мӗнпур чăваш тӗнчине ярса илчӗ.

- Эсир мӗнпур съезда хутшăннă. Асра юлмалли самантсем пулнă-и?

- Кашни съезда лайăх астăватăп. Мӗншӗн тесен пирвайхи пиллӗкӗшӗ валли сценари, программа, документсене, квота эпӗ хатӗрлерӗм. Съездсене уçма, хăш-пӗр ларăва вице-президент, Мăн Канаш председателӗ пек ертсе пыма та тиврӗ. II съезд (1995) тӗлне вице-президент Валери Туркай ЧНК Президентне Атнер Хусанкая йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ вăйсăр тесе айăпларӗ. Эпӗ вӗсен тавлашăвне хутшăнман. Кун хыççăн Валери Туркай президиум пайташӗ пулма килӗшмерӗ.
III cъезда (1997) хатӗрлеме те йывăр пулчӗ. Шупашкарти мӗнпур хăна çурчӗн, общежитин алăкӗсем пирӗншӗн хупăнчӗç. Форум ирттермелли пӳлӗмпе те йывăрлăхсем пулчӗç. Сăлтавӗ ансат. Чăваш Республикин Президентне суйланнă Николай Федоровпа ЧНК президенчӗ Атнер Хусанкай хушшинче регион ертӳçин суйлавӗ хыççăн конфликтчӗ.
ЧНК ӗçтăвком секретарӗпе Олег Цыпленковпа хула халăхӗнчен хаçат урлă пулăшу ыйтрăмăр. Хамăр вара съезда Чăваш Ен тулашӗнче ирттерес варианта хатӗрлеме тытăнтăмăр. XX ӗмӗр пуçламăшӗнче пӗрремӗш чăваш съезчӗсем Ульяновскра, Хусанта иртнине пӗлетпӗр-çке. Чӗнӳ пичетленнӗ кунах пирӗн пата республикăн пӗрремӗш чекисчӗ Вячеслав Тихонов генерал килсе кӗчӗ. Арестлеме килнӗ пуль тесе шутларăмăр, ара, пире националистсем тесе сахал мар айăплама, суйса элеклеме пăхнă-çке-ха. Анчах та вăл пирӗнпе лăпкăн калаçрӗ, кӗсйинчен укçа ( 300 тенкӗччӗ пулмалла) кăларса хучӗ, унтан аякран килекен хăна валли пурăнма вырăн сӗнчӗ.

Республикăн культура министрӗ Ольга Денисова съезд умӗн президиум пайташӗсемпе тата темиçе делегатпа экстреннăй планерка ирттерчӗ. Мана унта кӗртмерӗç. Лару умӗн ЧНК президентне хирӗç заговор хатӗрленӗ иккен. Сцена çинче пӗчченех тăраканскерӗн манăн вӗсене кӗтсе съезда уçас вăхăта тăсма тиврӗ. Мăн Канаша хăваласа яма вӗсен вăл вăхăтра большевиксенни пек пăшаллă матросӗ кăна пулмарӗӗр, çавăнпа чеерех хăтланчӗç.

Съезда Мускавран паллă патшалăх, парти ӗçченӗсем Николай Рыжков, Валентин Шурчанов тата ытти сумлă хăнасем саламларӗç. Вӗсем пӗрин хыççăн тепри ылмашăннă самантпа усă курса Чăваш патшалăх университечӗн доценчӗ Владимир Иванов çирӗплетнӗ регламента пăсса манăн алăри микрофона тăрук туртса илчӗ те ларăва ертсе пыма тытăнчӗ. Çапла ЧНКра переворот пулса та иртрӗ. Каçхи ларăва ЧР Президенчӗ Николай Федоров килчӗ.

ЧНК президентне Геннадий Архипова суйласа лартрӗç. Тӳрӗ кăмăллă, авторитетлă интеллектуала Атнер Хусанкая çухатни тӗрӗс мар пулӗччӗ тесе эпӗ ăна тава тивӗçлӗ президент туса хăварма ыйтрăм. Съезд ку сӗнӳпе килӗшрӗ.

- Сирӗн студентăр пулнă Геннадий Архипов ЧНКна 15 çул ертсе пычӗ. Ун ӗçне мӗнле хаклатăр?

- Геннадий Архипов активлă студентчӗ. Ăна хам патăмра, университетри чăваш литературипе фольклорӗн кафедринче, хăварасшăнччӗ. Анчах та Етӗрнери район комсомол секретарьне лартрӗç. Кайран вăл «Хыпар» корреспонденчӗ, Республикăн Аслă Канашӗн депутачӗ пулчӗ. Халăх ӗçӗ валли вăл нумай турӗ, чунтан тăрăшрӗ. Анчах та ăна хăвăрт çăварлăхларӗç. Мӗншӗн тесен административлă власть ЧНКана тапăнса унăн ӗçне хутшăнчӗ.
V съездра (2002) президиум Мăн Канашăн председателӗн должноçне пӗтерчӗ те президент хăй кăна влаçра юлчӗ. Анчах та тӗрӗссипе, ЧНК президентне республикăн Культура министерстви ертсе пыма тытăнчӗ. Ку усса каймарӗ. ЧНК авторитечӗ кунран кун чакса пыма тытăнчӗ.

ЮРĂ-ТАШĂ

VI съезд (2005) тӗлне ЧНК Культура министерстви çумӗнчи «кӗсьери» юрă-ташă уйрăмӗ пулса тăчӗ. Власть кураторӗ Михаил Краснов Мăн Канашăн пайташӗсене темиçе ушкăна - активлисем, пассивлисем тата сиен кӳрекеннисем - çине уйăрчӗ. Тата критиклекеннисене (Владимир Тяпкина, Николай Лукианова, Валерий Ермакова, Константин Портнова, Константин Яковлева тата мана) Конгресс тăшманӗсем терӗ. Президиумри лару-тăрăва суя патриотсем тума тытăнчӗç. Вӗсем Николай Федорова юрас тесе ун майлă пулса РФ Президенчӗ В. Путин патне çыру çырчӗç. ЧНК Республика Президенчӗпе те туслашрӗ пек, анчах ӗçсем начарланса кăна пычӗç.

КУЛЬТУРА ВĂЛ...

VII съезд (2009) тӗлне ЧНК президиумӗ шурлăхри пекех çăрăлчӗ. Президента йывăрлăхран çăлма пурте хисеплекен Геннадий Волков памарӗ. Съездра вăл влаçа юраса тухса калаçрӗ. Çапла наци юхăмӗн çамрăк хастарӗсене малтан ЧНК пӗрремӗш президенчӗн пӗрремӗш пулăшуçине Василий Андреева (1960-2002), унтан Валентин Абрамов вице-президента (1958-2012), Анатолий Смолин поэта (1957-2012), кайран ЧНК президентне Геннадий Архипова (1956-2015) тата ыттисене ЧНК ӗçӗнчен пăрчӗç. Унчченхи çилçунтаçă-студентсен (университетри «Çилçунат» литература пӗрлешӗвне çӳренӗскерсем) паллă мар сăлтавпа, вăхăтсăр вилни ман чунра лăпланми канăçсăрлăх çуратрӗç.

- 2013 çулта ЧНК президентне Николай Угаслова суйласан çӗнӗ тапхăр пуçланчӗ. Хальхи конгресăн перспективи мӗнле?

- Николай Угаслов 65-ре, вăл паллă бизнесмен, меценат, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ. Строитель, çанă тавăрса ӗçлекен, халăхпа тимлӗ ертӳçӗ. Вырăссем калашле, ял пылчăкӗнчен тухса кнеç пулнăскер, çапах та халăхпах юлнăскер. Николай Федорович Шурсухалсен канашне хăй хӳттинчен кăларса хăйӗн канашне йӗркелерӗ пулсан та, критиклеме ирӗк пачӗ. Апла пулин те эпир унăн лăпкă политикине, тӗрлӗ çынлă командине сӳтсе явма васкамастпăр.
Угаслов комитетсене çӗнӗрен чӗртрӗ, штата компетентлă çынсене илчӗ, пултаруллă журналиста Зоя Яковлевăна редактора лартса ЧНКан «Чăваш тӗнчи» хаçачӗн содержанине лайăхлатрӗ. Секретариат ӗçне лайăхлатрӗ, Байкалран пуçласа Крыма çитиччен диаспорăсемпе çыхăну йӗркелерӗ. Иккӗмӗш срока ЧНК президентне суйлансан вăл тата тухăçлăхрах ӗçлессе иккӗленместӗп.

УКÇАШĂН, КАРЬЕРА ТУМА Е КАМ-ТĂР ХУШНИПЕ

Анчах халӗ конгресс çумӗнче унăн пӗрремӗш тапхăрӗнчи пек активлă альтруист-бессеребренниксем юлмарӗç. Вăхăт векторӗ тӗпрен улшăнчӗ. Халӗ унта укçашăн, карьера тума е кам-тăр хушнипе килеççӗ. Кун пеккисемпе халăх ӗçӗнче çирӗп конструкци тума çав тери йывăр. Анчах та тăрăшмаллах, мӗншӗн тесен несӗлсем чăваш ятне çӗртме хушман!

- Сирӗн шутăрпа, Николай Угаслова иккӗмӗш срока хăвармалла-и, урăх альтернатива çук-и? Иртнӗ суйлавра унăн оппоненчӗ Николай Лукианов юристчӗ.

- ЧНК филиалӗсенче калаçусем пыраççӗ-ха, çапах экстреннăй планеркăсем хатӗрлесси сисӗнмест. Леонид Андреев-Лесник хăйӗн «Грамматика чувашского языка» (2017) çӗнӗ кӗнекинче Конгресс президентне республика министрӗсем пулнă Федор Карягинпа Вадим Ефимов кандидатурисене сӗнет. ЧНК президенчӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçланă Владимир Тяпкин Чăваш Енри Карате федерацийӗн президенчӗн Вячеслав Тимофеевпа Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçин Олег Мустаевăн тата президиум пайташӗн, «Хыпар» хаçат редакторӗ пулнă Алексей Леонтьевăн кандидатурисене сӗнет.

Каçаленсем Валери Туркай çак должноçа тивӗç теççӗ. Президиум пайташӗсен вара Николай Угаслов иккӗмӗш срока юлма килӗшмесен çак вырăна ЧНКн Ӗçтăвкомӗн хальхи председателӗн Валерий Клементьевăн кандидатурине сӗнес шухăшӗ пур. Тата ытти сумлă çынсен кандидатурине те сӗнӗç. Çапах та ЧНК президенчӗ Николай Угасловах юлсан аван пулӗччӗ. Укçине ЧНК çине çав тери нумай тăксан та президентах юлтăрччӗ, наци ӗçне президиум, ӗçтăвком йышне çӗнетсе малалла наци ӗçне тăстăрччӗ, унăн кун валли майӗсем пур.
Мӗнле пулсан та кама суйлас яваплăх съезд çинче пулать. Çавах та квота мӗн чухлине, делегатсене пурне те тенӗ пек лайăх пӗлнӗрен шантарсах калатăп: çӳлтен кама хушаççӗ - вӗсем çавна суйлаççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА куçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев