News by date 29 August 2022
-
Хусанта Раççейри халăхсен чӗлхисемпе тухакан хыпар хатӗрӗсен представителӗсен тӗлпулăвӗ иртет
Наци тата регион хыпар хатӗрӗсен IX форумне çӗршыври 30 регионран 300 делегат хутшăннă. Августăн 28-30-мӗшӗсенче република хăнисене экскурсисем, канашлусем, журналист ăсталăхӗре семинарсем кӗтеççӗ тата вӗсем Хусан Кунӗпе Тутарстан Республикин кунне уявланă çӗре хутшăнӗç.
-
Елена Семенова - Тутарстанри чи ăста ӗне сăвакан
Теччӗ районӗнче Республикăри ӗне сăвакансен конкурсӗ 49-мӗш хут иртнӗ, унта ăмăртакансем 43 районтан хутшăннă. Вӗсене саламлама ТР ял хуçалăх тата продовольстви министрӗ Марат Зяббаров та килсе кайнă.
-
Тутарстанра ӗнтӗ тăватă миллион тонна тӗш-тырă пухса илнӗ
Республикăри вăтам тухăç – пӗр гектартан 37,5 центнер. Акнă лаптăксен 73 процентне тырăран тасатни пирки пӗлтернӗ ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров.
-
Чакас вырăнне бензин хакӗсем иккӗмӗш эрне тăтăш ӳсеççӗ
Августăн 15-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра бензинăн мӗн пур маркисем ӳснӗ. Çуллахи тăнăçлăх хыççăн ку ӗнтӗ иккӗмӗш ӳсӗм. Пуссене шутлама чарăннă пулсан та, чакни ӳснинчен лайăхрах.
-
Кăçалхи август çумăрсăр уйăх пек асра юлӗ
Çӗнӗ эрнене те Тутарстан шăрăхран пуçлать. Тунтикун, августăн 29-мӗшӗнче республикăра хӗвеллӗ тата типӗ çанталăк пулать, лайăх çумăрсем инçе-ха.
-
Лариса Николаевна ЕВСЕЕВĂНА 50 çул тултарнă ятпа
Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнче çуралса ӳснӗ, Анат Кама хулинче пурăнакан Лариса Николаевна ЕВСЕЕВĂНА августăн 29-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!