Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елена Семенова - Тутарстанри чи ăста ӗне сăвакан

Теччӗ районӗнче Республикăри ӗне сăвакансен конкурсӗ 49-мӗш хут иртнӗ, унта ăмăртакансем 43 районтан хутшăннă. Вӗсене саламлама ТР ял хуçалăх тата продовольстви министрӗ Марат Зяббаров та килсе кайнă.  

Районти çӗнтерӳçӗсем хушшинче дояркăсем кăна мар, доярсем те пур. Палăртса хăвармалла, çак професси ӗçченӗсем тăрăшнипе кăçалхи çичӗ уйăхра сӗт суса илесси 3 процента ӳснӗ.

Конкурсăн йӗрки улшăнман: теори ыйтăвӗсене хуравламалла, сăвăм аппаратне сӳтсе пуçтармалла, ӗне сăвас ăсталăха кăтартмалла.

Çапла Тутарстан Республикин чи лайăх ӗне сăваканăн ятне кăçал Çӳльту районӗнчи «Çерп и молот» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн доярки Елена Семенова илме тивӗçнӗ.

Вакуумпроводпа сăвакансен хушшинче Балтаси районӗнчи «Дуслык» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн ӗçченне Анна Федотовăна çитекен пулман. Акзнакай районӗн представителӗ Расим Бадретдинов чи лайăх выльăх-чӗрлӗх консультанчӗ пулса тăнă.

Унсăр пуçне чи пысăк ӗç стажӗллӗ ӗне сăвакансем, чи çамрăк хутшăнакансем, нумай ячаллă аннесем, чи вăрăм çӳçлисем тата чи çинçе пилӗклисем те конкурса йӗркелекенсенчен парнесем илме тивӗçнӗ.

ТР Ял хуçалăх тата продовольстви министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗcем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев