Хусанта Раççейри халăхсен чӗлхисемпе тухакан хыпар хатӗрӗсен представителӗсен тӗлпулăвӗ иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Раççейри халăхсен чӗлхисемпе тухакан хыпар хатӗрӗсен представителӗсен тӗлпулăвӗ иртет

Наци тата регион хыпар хатӗрӗсен IX форумне çӗршыври 30 регионран 300 делегат хутшăннă. Августăн 28-30-мӗшӗсенче република хăнисене экскурсисем, канашлусем, журналист ăсталăхӗре семинарсем кӗтеççӗ тата вӗсем Хусан Кунӗпе Тутарстан Республикин кунне уявланă çӗре хутшăнӗç.  

Ӗнер хăнасем Свияжска курса çаврăннă, паян регионсенчи наци хыпар хатӗрӗсен аталанăвне халалланă форумăн пленарлă ларăвӗ Иннополисра иртет. Ыйтусене сӳтсе явас ӗçе регионсенчи, облаçсенчи пысăк кăларăмсен, телерадиокомпанисен, информаци агентствисен ертӳçисем хутшăнаççӗ. Çав шутра Хусанти «Сувар», Чӗмпӗрти «Канаш», Шупашкарти "Хыпар" хаҫатсен редакторӗсем те.
Е.Мустаева, И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем


Нет комментариев