Чакас вырăнне бензин хакӗсем иккӗмӗш эрне тăтăш ӳсеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Чакас вырăнне бензин хакӗсем иккӗмӗш эрне тăтăш ӳсеççӗ

Августăн 15-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра бензинăн мӗн пур маркисем ӳснӗ. Çуллахи тăнăçлăх хыççăн ку ӗнтӗ иккӗмӗш ӳсӗм. Пуссене шутлама чарăннă пулсан та, чакни ӳснинчен лайăхрах.

Тутарстанстат пӗлтернӗ тăрăх, АИ-92 и АИ-95 хакӗ литршăн икӗ пуса ӳснӗ – АИ-92 литршăн 45,96 тенкӗ, АИ-95 литршăн 49,34 тенкӗ. АИ-98 маркăллă бензин хакӗ тӳрех 83 пуса ӳснӗ – 59,61 тенкӗрен 60,44 тенке çити.

Апла пулин те хальхи вăхăтра АИ-92 тата АИ-95 маркăсемлӗ бензин хакӗсем 2022 çул пуçламăшӗнчинчен пӗчӗкрех. Çапла АИ-92 декабрь вӗçӗнче 45,98 тенкӗ таятчӗ, АИ-95 – 49,51 тенкӗ.

Дизельлӗ топливо хакӗ, асăннă вăхăта илсен, çав вырăнтах тăрать – пӗр литршăн 52,41 тенкӗ. Çав вăхăтрах эскспертсем часах бензин хакӗсем чакасси çинчен пӗлтереççӗ. Çакна вӗсем санкцисене пула топливона тулаша сутма ывăрланса пынипе, шалти рынокра запас йӗркеленнипе çыхăнтараççӗ.


Нет комментариев