Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ӗнтӗ тăватă миллион тонна тӗш-тырă пухса илнӗ

Республикăри вăтам тухăç – пӗр гектартан 37,5 центнер. Акнă лаптăксен 73 процентне тырăран тасатни пирки пӗлтернӗ ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров.

Кама леш енче Нурлатпа Аксу районӗсем малта пыраççӗ. Вӗсенче хирсен 92% тата 89% процентне тырăран тасатнă. Çӗнӗ Шуçăм, Чистай, Спасски районӗсенче тыррăн 80 процентне пухса кӗртнӗ. Министр сăмахӗсемпе Алексеевски (72%) тата Элкел (75%) районӗсен хăвăртлăха ӳстермелле.
Актаныш, Анат Кама, Мензеле районӗсем лаптăксен
80% тырăран тасатнă. Çав вăхăтрах Элмет районӗнче хирсен 67% вырса пӗтернӗ, Тукай районӗнче - 66%.

Тырă выракан комбайнсем кăçал тулли хăватпа ӗçлеççӗ. Пӗр комбайн пуçне сезонри норматив – 350 гектар чухне паян вăтамран 492 гектар вырма лаптăкӗ тивет. Уйрăм хуçалăхсенче нагрузка 1000 е ытларах гектар тухать. Ку чухне механизациленӗ отрядсене йыхăрма тивет.

Пӗлтӗр тухăçсăр çулта хуçалăхсем тулашран вырмана 250 комбайн явăçтарнă. Кăçал вара пысăк тухăçсем пулсан та, республика 130 ют комбайн кăна чӗннӗ.

Палăртса хăвармалла, вырма вунă куна кая юлса пуçланнипе, çухатусем пӗр гектартан 4 центнер таран пулма пултараççӗ. Çавăнпа та хушма комбайнсем явăçтарса вăхăтра вырса пӗтерни пысăк çухатусемпе кая юлса вырнинчен тӗрӗсре[ тесе шутлаççӗ министерствора. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев