News by date 29 October 2024
-
Апачӗ тутлă пултăр!
Купăстана, пылак пăрăçа, панулмие турамалла. Хутăштармалла та 2 сехет çаплах лартмалла – сӗткенӗ тухтăр. Унтан туранă пахча çимӗçпе панулми хутăшне банкăсене тултармалла, сивӗннӗ рассол ярса çиелтен пусарса хумалла.
-
Юхма Мишшин хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ фильм
Чăван Енре Юхма Мишшин «Акман анари вырман тулă кĕлти» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ фильм проката тухни пирки «Пуринчен малтан» Телеграмм-канал пӗлтерет.
-
Тутарстан Халăхсен хушшинчи «#МЫВМЕСТЕ» премин финалисчӗ
«#МЫВМЕСТЕ» премин финалӗ октябрӗн 17-мӗшӗнче пуçланчӗ. Ку тапхăрта халăхсен хушшинче сасăлав иртет тата жюри пайташӗсем проектсене пăхса тухса хак параççӗ.
-
Этнографин пысăк диктанчӗ
Пӗтӗм Раççейри акци кăçал ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен иртет. Унта хутшăнса Раççейре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе йӑли-йӗркине тата культурине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пулать. Диктанта вырӑс, испан е акӑлчан чӗлхипе иртме май пур. Ыйтусене акци сайтӗнче, «Пройти Диктант» вкладкӑра кăлараççӗ.