Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачӗ тутлă пултăр!

Купăстана, пылак пăрăçа, панулмие турамалла. Хутăштармалла та 2 сехет çаплах лартмалла – сӗткенӗ тухтăр. Унтан туранă пахча çимӗçпе панулми хутăшне банкăсене тултармалла, сивӗннӗ рассол ярса çиелтен пусарса хумалла.

Рассола çапла хатӗрлемелле: шыв çине тăвар, горчица вăрри тата лавр çулçи хушса вӗретмелле, унтан сивӗтмелле. Ку мелпе хатӗрленӗ купăстана икӗ кунранах çиме юрать. Сулхăн çӗрте упрамалла. 

1 кг купăста, 4 пылак пăрăç, 2 симӗс панулми; рассол валли 1 л шыв, 1,5 кашăк тăвар, 1 кашăк горчица вăрри, 2 лавр çулçи кирлӗ. 

* * *

Купăстана касăксем çине тураса кастрюле тултармалла. Çӳхе çаврашкасем çине туранă кишӗр, пăрçа йышши хура пăрăç, лавр çулçи хушмалла. Рассол хатӗрлемелле: шыв çине тип çу, сахăр песокӗ тата тăвар хушса вӗретмелле. Вӗриллех купăста çине ямалла, хупламалла та пӳлӗмре 2-3 кун лартмалла. Унтан купăстана стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла, холодильникре упрамалла. 

1 пуç купăста, 1 кишӗр; рассол валли 1,5 л шыв, 4 кашăк тăвар, 9 кашăк сахăр песокӗ, 1 стакан тип çу, 8-10 лавр çулçи, 10-12 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты