Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Этнографин пысăк диктанчӗ

Пӗтӗм Раççейри акци кăçал ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен иртет. Унта хутшăнса Раççейре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе йӑли-йӗркине тата культурине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пулать. Диктанта вырӑс, испан е акӑлчан чӗлхипе иртме май пур. Ыйтусене акци сайтӗнче, «Пройти Диктант» вкладкӑра кăлараççӗ.

Хутшӑнакан 16 çул тултарман пулсан, 20 ыйту çине хуравламалла, 16 çултан иртнисем валли 20 пӗтӗмӗшле ыйтусăр пуçне,  регионти хăйнеевĕрлĕхпе çыхăннă 10 ыйту хушăнать. Ют çӗршывсенчи площадкӑсенче ку ыйтусем  Раççейпе çыхӑннӑ çӗршыв тулашӗнчи вырӑнсем çинчен пулӗç.

Кăçал йӗркелӳçӗсем çӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ, кăмăл пуррисен ыйтусем хатӗрленӗ çӗре хутшăнма май пур. Ыйтăва акци сайтӗнче «Ыйту сӗнес» вкладкăра  пама пулать. Чи кӑсӑклисемпе оригиналлисене диктантӑн федераци пайне кӗртеççӗ, вӗсен авторӗсене вара акци символикиллӗ призсем парнелеççӗ.

Диктанта 45 минут хушшинче  иртмелле. Пур ыйту çине те тӗрӗс хуравласан 100 балл парăнать. Тӗрӗс хуравсене акци сайтӗнче ноябрӗн 13-мӗшӗччен кăлараççӗ.

Хусанта диктанта офлайн форматпа хутшăнма кăмăл пуррисене ноябрӗн 2-мӗшӗнче 10:00 сехетре ТР Халăхсен Туслăх çуртӗнче кӗтеççӗ. Республикăра диктант офлайн форматпа  иртекен ытти площадкăсене тата акци çинчен тӗплӗнрех унăн официаллӑ сайтӗнче тата «ВКонтактери» ушкӑнӗнче  тупма пулать.

Мероприяти Национальноçсен ӗçӗсемпе федераллă агентство пуçарнипе ТР Культура министерстви, ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Çурчӗ тата Ассамблейи пулӑшнипе иртет.

Йӗркелӳçӗсем çулсерен акцие хутшăнакансен шучӗ ӳснине палӑртаççӗ. Тӗслӗхрен, 2023 çулта этнографи диктантне Раççейри 89 регионтан тата 228 ют çӗршывран 3,5 миллиона яхӑн çын иртнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстанран 45 838 çын хутшӑннӑ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура История