Юхма Мишшин хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ фильм
Çӗнӗ хыпарсем

Юхма Мишшин хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ фильм

Чăван Енре Юхма Мишшин «Акман анари вырман тулă кĕлти» повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ фильм проката тухни пирки «Пуринчен малтан» Телеграмм-канал пӗлтерет.

«История деда Азамбая» ятпа курма пулать ăна республикăн кинозалӗсенче. Фильмăн режиссерĕ — Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнă Марат Никитин. Кинокартинăна пысăк экран çине октябрь уйӑхӗн 31-мӗшӗнче кăлараççӗ, ҫав шутра — округсенчи кинозалсенче те. Ҫак кун тата ноябрь уйăхӗн 2-мӗшӗнче фильма Ҫамрӑксен театрӗнче курма пулать.

Тӗп рольте — РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов.

М.Никитин харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

 


чуваши Кино

Нет комментариев