News by date 30 November 2023
-
Тутарстан тыр-пул пухса илессипе Атăлçи тăрăхӗнче иккӗмӗш
Шăрăх та типӗ çанталăка пула кăçал Тутарстан хирӗсенчен 3,7 миллион тонна тыр-пул пухса илнӗ. Кунта кукуруза та кӗрет. Расстатăн доклачӗпе килӗшӳллӗн, ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 31,1 процент сахалрах.
-
Тӳрӗ лини — пресс-конференци
Кăçал Владимир Путин тӳрӗ линипе çулсерен иртекен пысăк пресс-конференцие пӗрле ирттересси çинчен пӗлтернӗ РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Д. Песков
-
Шупашкарта иртнӗ таврапӗлӳпе çыхăннă наукăпа практика конференцине Тутарстан чăвашӗсем те хутшăнчӗç
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тӗп корпусӗн залӗнче «Вăтам Атăл тăрăхӗнчи таврапӗлӳ: опыт, проблемăсем, пуласлăх» темăпа Пӗтӗм Раççейри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Пухăннисем аслă вӗренӳ заведенийӗпе, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧГПУ музей комплексӗпе паллашрӗç.
-
Саплăксем «Новый век» телерадиокомпанин премине тивӗçнӗ
Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем конкурса «Акатуй» чăваш ташшипе хутшăнса мала тухнă.
-
АО «Транснефть — Прикамье» провело плановые пожарные учения на резервуаре
АО «Транснефть — Прикамье» совместно с подразделениями Федеральной противопожарной службы (ФПС) по Республике Татарстан МЧС России провело плановое пожарно-тактическое учение (ПТУ) в резервуарном парке нефтеперекачивающей станции (НПС) «Калейкино» Ромашкинского районного нефтепроводного управления (РНУ).
-
Атăл урлă хывнă çӗнӗ кӗпер декабрьте уçăлать
Пысăк хăвăртлăхлă, çӗнӗ М-12 автоçул çинчи Атăл урлă хывнă çӗнӗ кӗпер пирвайхи тӗрӗслеве ăнăçлах иртнӗ. Кун çинчен «Автодор» компани пӗлтерет.