Атăл урлă хывнă çӗнӗ кӗпер декабрьте уçăлать
Пысăк хăвăртлăхлă, çӗнӗ М-12 автоçул çинчи Атăл урлă хывнă çӗнӗ кӗпер пирвайхи тӗрӗслеве ăнăçлах иртнӗ. Кун çинчен «Автодор» компани пӗлтерет.
Диагностикăна «Автодор — Инжиниринг» компанин ӗçченӗсем пурнăçланă. Объекта уçиччен кун пек тӗрӗслев обязательнăй йӗркепе пулмалли япала. Çапла вара çӗнӗ кӗпере ун тăрăх 30-шар тонна таякан 16 самосвал çӳретсе тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вăхăтӗнче кӗпер конструкцийӗн йывăр тиевлӗ машинăсем иртнӗ тата тăп тăнă чухнехи шайне пăхнă. Урăхла каласан, пӗрремӗшӗнче машинăсене кӗперӗн тӗрлӗ тӗлне лартса тухнă та конструкци улшăннипе улшăнманнине пăхса маларах шутласа хунă даннăйсемпе танлаштарнă. Иккӗмӗшӗнче машинăсене тӗрлӗ хăвăртлăхпа кӗпер урлă каçарса конструкцин параметрӗсене пăхнă. Çапла вара кӗпер пирвайхи трӗслеве ăнăçлах иртнӗ. Апла-тăк, юрăхлă. Çӗнӗ кӗпере кăçал декабрь уйăхӗнче уçма хатӗрленеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев