Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан тыр-пул пухса илессипе Атăлçи тăрăхӗнче иккӗмӗш

Шăрăх та типӗ çанталăка пула кăçал Тутарстан хирӗсенчен 3,7 миллион тонна тыр-пул пухса илнӗ. Кунта кукуруза та кӗрет. Расстатăн доклачӗпе килӗшӳллӗн, ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 31,1 процент сахалрах.

Çапах та Тутарстан Федерацин Атăлçи округне кӗрекен регионсен хушшинче пӗрчӗллисене туса илес енӗпе 2-мӗш вырăн йышăннă. Пӗрремӗш вырăнта — Саратов облаçӗ, унта 5,7 миллион тонна тыр-пул туса илнӗ. 


Сахăр кăшманӗн тухăçлăхӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан пӗчӗкрех — 1,5 миллион тонна кăна. Ку иртнӗ çултинчен 1,2 процент чухлӗ сахалрах.

 
Хӗвелçаврăнăш вара кăçал республикăра ăнса пулнă — 278 пин тонна пухса кӗртнӗ. Унчченхинчен 69,7 процент ытларах. Çӗрулми те япăх мар — 872 пин тонна. Ытти пахча çимӗçе пӗлтӗрхинчен 9 процент сахалрах туса илнӗ.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев