Шупашкарта иртнӗ таврапӗлӳпе çыхăннă наукăпа практика конференцине Тутарстан чăвашӗсем те хутшăнчӗç
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн тӗп корпусӗн залӗнче «Вăтам Атăл тăрăхӗнчи таврапӗлӳ: опыт, проблемăсем, пуласлăх» темăпа Пӗтӗм Раççейри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Пухăннисем аслă вӗренӳ заведенийӗпе, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧГПУ музей комплексӗпе паллашрӗç.
Конференцие университетăн Тăван çӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин ертӳçи, истори наукисен кандидачӗ, доцент Андрей Берман уçрӗ, ертсе пычӗ. Пухăннисене ЧГПУ ректорӗ, педагогика наукисен докторӗ, доцент Игорь Кожанов, педагогика наукисен докторӗ, профессор Владимир Иванов, Тутарстанран истори наукисен докторӗ Искандер Гилязов (çыру урлă) тата ыттисем саламларӗç.
Пленарлă ларура «Атăл тăрăхӗнчи чăвашсен XIX ӗмӗр вӗçӗнчи — XXI ӗмӗр пуçламăшӗнчи таврапӗлӳ эволюцийӗн тапхăрӗсем» темăпа педагогика университечӗн чӗлхе вӗренӗвӗн наукăпа тӗпчев лабораторийӗн ертӳçи, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн вице-президенчӗ, доцент, профессор Лев Ефимов доклад турӗ.
Ульновскри Чăваш культурин центрӗн методисчӗ Виктория Аванмарт Ульяновск облаçӗнче чăваш фольклорне еплерех пухни, Виктор Сорокин таврапӗлӳçӗ «Чăваш кӗрӗм» этнографи комплексӗ пирки калаçрӗç. ТР Наукăсен академийӗн Тутар энциклопедийӗпе тӗн вӗренӗвӗн институчӗн ăслăлăх секретарӗ, истори наукисен кандидачӗ, доцент Марс Хабибуллин Атăлпа Урал тăрăхӗнчи XIX ӗмӗр вӗçӗнчи — XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи тутарсем çинчен Хусанти тӗн академийӗн преподавателӗсен тӗпчевӗсем тăрăх каласа пачӗ.
ЧППУ доценчӗн, истори наукисен кандидачӗн Евгений Касимовăн доклачӗ Чăваш Республикинче регион шайӗнчи энциклопедисем хатӗрлесе кăларни пирки пулчӗ. Психологипе педагогика факультечӗн деканӗ, педагогика наукисен докторӗ, профессор Михаил Харитонов Л. А. Ефимов историк-таврапӗлӳçӗн ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.
Малалла пухăннисем секцисем тăрăх ӗçлерӗç, тӗрлӗ темăсене сӳтсе яврӗç.
Конференци ӗçне пирӗн республикăран Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов, Евгений Турхан таврапӗлӳçӗ хутшăнчӗç, таврапӗлӳ ӗçӗ Тутарстанра мӗнле пынипе, çӗнӗ тӗллевсемпе палллаштарчӗç.
Пухăннисем Л. А. Ефимов профессор çуралнăранпа 70 çул çитнӗ ятпа университетăн наука библиотекинче йӗркеленӗ профессор кӗнекисен куравӗпе паллашрӗç.
Василий КАРАБАЕВ.
Сăнӳкерчӗк ЧППУ Медиацентрӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев