Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Саплăксем «Новый век» телерадиокомпанин премине тивӗçнӗ

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем конкурса «Акатуй» чăваш ташшипе хутшăнса мала тухнă.

ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар тата ытти халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварассипе ӗçлекен комисси тӗрев панипе «Новый век» телерадиокомпани кăçал Халăхсен пӗрлӗх кунӗнче «Наследие народов» — «Халыклар мирасы» конкурс пуçарчӗ. Унта видео ӳкерсе янă ӗçсем Тутарстанран кăна мар, Мускавран, Пермь крайӗнчен, Самар, Оренбург  облаçӗсенчен, Марий Элпа Пушкăртстан республикисенчен тата ытти регионсенчен килнӗ.

Конкурса пурӗ пилӗк тӗп тата икӗ ятарлă номинаципе пӗтӗмлетнӗ. Тӗп номинацире виçӗ, ятарлă номинацире пӗр çӗнтерӳçе палăртса 30 пиншер тенкӗ укçан премипе чысланă.

Конкурса чăвашсенчен Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем (ертӳçи Надежда Григорьева) «Акатуй» чăваш ташшипе хутшăннă. «Халăх ташши» номинацире çӗнтерсе 30 пин тенкӗ премие тивӗçнӗ. Кун çинчен «Тăван ен» район хаçачӗ пӗлтерет.
Саплăкри çамрăк тусăмăрсене эпир те ăшшăн саламлатпăр. Маттур! Малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗксем район хаçат сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана