News by date 31 January 2023
-
ВУНИКӖ ÇУЛ ИРТСЕН ТЕПӖР ХУТ КУН ÇУТИ КУРНĂ
Çак кунсенче Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай вулакансене тата тепӗр кӗнеке парнелерӗ. Ку вăл паллă сăвăçăн, драматургăн, куçаруçăн тата публицистăн юлашки 30-35 çулта тӗрлӗ хаçат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсен «Моя бунтарская карма» ятлă пуххи.
-
Тутарстанра 2023-2025 çулсене интернетри суту-илӳ аталанăвӗн программине йышăннă
Республикăн премьер-министрӗ Алексей Песошин Тутарстанра 2023-2025 çулсенче интернетри суту-илӗве аталантармалли мероприятисен планне çирӗплетнӗ
-
Хусанти психбольницăран тарнă вăрă-хурахсене тытса чарнă
Вӗсем Тольятти хулине çитме пултарни оперативниксене те тӗлӗнтернӗ
-
Центробанк Хусанта çуралнă юрăçа халалласа укçа кăларать
Федор Шаляпин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа Раççей Банкӗ кӗмӗл укçа кăларать
-
Шупашкарта, чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси Тани Юн пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнă
Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе актриса çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа хатӗрленӗ
-
Тутарстанра Наци культурисемпе йăли-йӗркисен Çулталăкӗн логотипне кăтартнă
Вырăнти тӗп халăхсен тӗрлӗ-тӗслӗ эрешӗсенчен тăрать вăл
-
В Татарстане пройдет Неделя приемов граждан по вопросам социальной поддержки
Приемы жителей республики пройдут на площадках Региональной и Местных общественных приемных партии «Единая Россия». Адрес: г. Казань, ул. Карла Маркса, 31/7 (Региональная общественная приемная)