Центробанк Хусанта çуралнă юрăçа халалласа укçа кăларать
Федор Шаляпин çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа Раççей Банкӗ кӗмӗл укçа кăларать
Январӗн 31-мӗшӗнче Центробанк паллă вырăс опера юрăçне Федор Шаляпина халалласа икӗ тенкӗ номиналлă кӗмӗл укçана çаврăнăва кăларать. Вăл «Раççейӗн паллă çыннисем» серине кӗрӗ.
Укçан пӗр енче юрăçăн рельефлă портречӗ, ун хыçӗнче вăл сцена çинче вылянă сăнарсене ӳкернӗ тата нота станне. Кӗмӗл укçан тепӗр енче Раççей Федерацийӗн гербне вырнаçтарнă.
Пурӗ çак укçана виçӗ пин штук кăларма палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев