Тутарстанра 2023-2025 çулсене интернетри суту-илӳ аталанăвӗн программине йышăннă
Республикăн премьер-министрӗ Алексей Песошин Тутарстанра 2023-2025 çулсенче интернетри суту-илӗве аталантармалли мероприятисен планне çирӗплетнӗ
Вăл плана инфраструктурăна, логистикăна аталантарас, тулашри экономика ӗçӗ-хӗлне, вӗрентӗве, популяризацине тата ыттине кӗртнӗ.
Экономика ӳсӗмӗн драйверӗ пулса тăнă программа Тутарстара хăйӗн йӗркипе пурнăçланать, вăл Раççейре пӗрремӗш. Малтанхи программăна 2021 çулта йышăннăччӗ. Электронлă суту-илӳ площадкисем Тутарстан бизнесӗ туса кăларакан тавара выранаçтарма пулăшнине палăртса, республика Президенчӗ Рустам Минниханов ăна çывăх çулсенче те тăсма хушнă.
2022 çулта Тутарстан сутуçисен укçа çаврăнăвӗ интернет-суту каналӗсенче икӗ хут ӳссе 50 млрд тенке çитнӗ. Çавăн пекех маркетплейссенчи сутуçăсен шучӗ те ӳснӗ. Пӗлтӗр вӗсем январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 23098 çын пулнă-тăк, 2023 пуçламăшӗнче сутакансен шучӗ 45000 çын ытлана çитнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев