Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе актриса çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа хатӗрленӗ
Тани Юна халалланӑ асӑну хӑмине тума Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн президенчӗ Леонид Черкесов тата республика парламенчӗн депутачӗсем пулӑшнӑ.
Асăну хăмине Ленин проспектӗнчи 14-мӗш çурт çине вырнаçтарнă. Иогрь Голубев скульптор ӗçне Чăваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Леонид Черкесов, Виктор Горбунов, Валерий Антонов, Андрей Марушин, Юрий Попов, Николай Угаслов тата Юрий Зорин финансланă.
Нет комментариев