Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВУНИКӖ ÇУЛ ИРТСЕН ТЕПӖР ХУТ КУН ÇУТИ КУРНĂ

Çак кунсенче Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай вулакансене тата тепӗр кӗнеке парнелерӗ. Ку вăл паллă сăвăçăн, драматургăн, куçаруçăн тата публицистăн юлашки 30-35 çулта тӗрлӗ хаçат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсен «Моя бунтарская карма» ятлă пуххи.

«Моя бунтарская карма» кӗнеке 2011 çулта Шупашкарта пӗрре пичетленнӗччӗ ӗнтӗ (тиражӗ  1000 экземпляр). Анчах та вăл кӗске вăхăт хушшинчех халăхра саланса пӗтнӗ, чăн-чăн раритет пулса тăнă. Ун чухнех вулакансем çак кӗнекере пичетленнӗ Иакинф Бичурин, Геннадий Айхи, Михаил Петров-Тинехпи, И.Я.Яковлев, Петӗр Хусанкай, А.Г.Николаев космонавт çинчен çырнă статьясемпе ытти  хайлавсене пысăка хурса хакланăччӗ.

      Валери Туркайăн «Моя бунтарская карма» кӗнекине вулакан патне çитерме 2011 çулта Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ строителӗ, Халăхсем хушшинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валерий Николаевич Гордеев укçа-тенкӗпе пулăшнă пулнă, хальхинче те çак пархатарлă ӗçе вăлах тунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев