Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Августа Уляндина: «Йăх ятне çӳле çӗклес килет»

Çитес эрне пуçламăшӗнче, февралӗн 23-мӗшӗнче, Августа Ульяндина хăйӗн юбилейне паллă тăвать. Çак кунах вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен керменӗнче пысăк концерт парать. Юрăç пӗлтернӗ тăрăх, куракан валли нумай сюрприз хатӗрленӗ. Унта Дмитрий Тетел хăйӗн оркестрӗпе, «Ярды» ушкăнăн тӗрлӗ çулти йышӗсем, Александр Самсонов юрăç, «Çеçпӗл», «Болгар кызлары» ушкăнсем, «Горница» ташă ушкăнӗ хутшăнасси паллă

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки, Чăваш халăх артистки, филологи наукисен кандидачӗ, чăваш эстрада искусстви тӗнчин чи çутă çăлтăрӗ Августа Васильевна Уляндина Чăваш Енри Çӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ятарлă пӗлӳллӗ артистка, меццо-сопрано сасăллă юрăç «Сувар» хаçата панă интервьюна «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» страницинче пăхма пултаратăр. Интервьюн кӗскетнӗ варианчӗпе кунта паллаштаратпăр. 

– Августа Васильевна, сирӗн ят питӗ хитре. Кам ят панă сире?

– Ку ята кукаçей ятарласа суйласа илнӗ. Ман кукаçей вӗреннӗ çын пулнă, унăн юридици, бухгалтер ӗçӗн пӗлӗвӗсем пулнă. Кăштах вуланă та, интересленнӗ те пулӗ. Темшӗн ăна çак ят килӗшнӗ ӗнтӗ.

Хăй вăхăчӗшӗн кăна мар, паянхи куншăн та нумай вӗреннӗ çын пулнă вăл.

– Çапла. Вăл вăхăтсемшӗн пушшех те. Е мӗнле те пулин документ хатӗрлемелле, е ытти ыйтăва татса памалла – кунӗн-çӗрӗн пирӗн пата ял халăхӗ çӳретчӗ. Кукаçее тав тăвас килет. Сцена çине тухма артистсем псевдоним илеççӗ. Мана вара пачах та кирлӗ пулмарӗ. Эпӗ пиллӗкмӗш ача çемьере. Манăн Зоя, Аля, Рая аппасем пур. Вăл вăхăтра нумай ачаллă хӗрарăмсене 50‑ра пенсие кăларнă. Кукаçей аннене: «Римма, тархасшăн тепӗр ача çурат», – тенӗ. Кукаçей ыйтнипе çуралнă хӗр пулса тăтăм пулмалла. Вăл хамăр ялтан 7 çухрăмри ял канашӗнче ӗçленӗ. «Эсир ан çӳрӗр ӗнтӗ, документсене, çуралнă хутне хамах туса килӗп», – тенӗ вăл аттепе аннене. «Эпир ларса юлтăмăр, ят çинчен шутламан та», – каласа парать анне. Каçхине кукаçей килнӗ те свидетельствăна сӗтел çине хучӗ тет. Унта Августа Васильевна Уляндина тесе çырнă. Атте пăхрӗ тет те: «Ку ачана алла илместӗп, ял кулса вилет», – тенӗ. Анне макăрса ятăм тет, мӗн тесе ку ята патăн тесе. Вăт çапла.

– Çӗмӗрлери «Вперед» вырăсла хаçата панă интервьюра эсир музыка патне туртăм Надежда Никифоровнăран тенӗ. Вăл асаннӗр е кукамăр?

– Вăл ман кукамай. 

– Эсир каланă тăрăх, вăл лайăх юрланă.

– Çапла. Ман кукамай вӗреннӗ пулсан питӗ хăватлă актриса, юрăç пулмаллаччӗ. Анне те питӗ хитре юрлатчӗ. Вăл кӗвӗ, сасăсен гармонине илтме пултараканскер пулнă. Улма çумлама тухсан ялан юрлатчӗ. Эп вăл вăхăтра музыка училищинче вӗреннӗ, ăна‑кăна пӗлкелеттӗм. Анне пач вӗренменскер иккӗмӗшпе виççӗмӗш сасă туса юрлатчӗ. Эп тӗлӗнсе: «А эс кăна халь мӗнле турăн?» – теттӗм. «А эп пӗлмес, мана кун пек илемлӗ», – тетчӗ. Ман атте ытла юрласах кайман та, анчах купăс калатчӗ. Музыка ту-йăмӗ генетикăра пулӗ. 

– Кукаçăрăн хушамачӗ Ярды. Питӗ интереслӗ хушамат. Хăвăрăн ушкăна та эсир çапла ят панă. Ăçтан пулса кайнă вăл? Чăвашла мӗне пӗлтерет?

– Ярды хушамат пирки информаци нумай шырарăм. 16 ӗмӗрти «ярта» сăмах тупăнчӗ. «Карта», «орда», «клан» тенине пӗлтерет. Мана ун пӗлтерӗшӗ килӗшсе кайрӗ – орда, клан, карта. Хам ушкăна 2011 çулта йӗркеленӗ чухне мӗнле кайăк е чечек ятне парас‑ши тесе шутларăм. Вара хамăн та тымарсем вăйлă пулнине шута илсе кукаçей хушамачӗпе «Ярды» тесе хăвартăм. Пирӗн ялта вăл анлă сарăлнă, çур ялӗ Ярды, тепӗр çурри – Уляндинсем. Паллă велогонщик Валерий Ярды пирки илтнӗ пулӗ. Вăл тӗнче чемпионӗ. Çавăнпа ман та искусствăра чемпион пулас, çав ята, хушамата, йăха çӳле çӗклес килет. 

– Эсир анлă пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, унтан Чулхулари патшалăх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Çыншăн ун çумӗнче кам, мӗнле наставник пулни пӗлтерӗшлӗ. Хăш педагогсем сире ытларах витӗм кӳнӗ? Асра юлнă? 

– Ку питӗ кирлӗ ыйту. Эпир хăш‑пӗр чухне хамăр учительсене манса каятпăр. Музыка училищинчен пуçласан вăл профессор Станислав Алексеевич Кондратьев. Вăл пирӗн кафедрăна ертсе пыратчӗ. 10‑мӗш класра чухне кайрăм ун патне. Ун чухне 17 çул тултарманнисене вӗренме илместчӗç, мӗншӗн тесен связкăсем çирӗпленсе пӗтмен. Кӗтӗм те манăн питӗ çăлтăр пулас, юрлас килет терӗм. «Çăлтăр пуличчен, Августа, нумай вӗренмелле, ӗçлемелле», – терӗ. Юрласа пама ыйтрӗ. Эпӗ София Ротарун «Лаванда», Пугачевăнне «Осень» юррисене юрласа ятăм. «Тăхта-ха, тăхта, кама кирлӗ ку юрăсем? Эс мана тархасшăн чăвашлине юрласа пар. Кукаму е асаннӳ мӗн юрлать?» – тет. «Ман вăл юрăсене юрлас килмест, вӗсене ӗçкӗре кăна юрлаççӗ», – тетӗп. Халь хамран кулас та килет. Мӗн тăвăн – ăс та, культура та пулман ун чухне. Эх, мӗнле шăрантарса ятăм вара «Ан авăн, шӗшкӗ, ан авăн та...» – тесе. «Ак вăл сан сассу. Ак çакăнта санăн чăн‑чăн тымарсем», – терӗ. Çавăнпа паянхи кун та сасса пăсманнишӗн, академи е эстрада енӗпе илсе кайманнишӗн Станислав Кондратьева таймапуç. Халь вăл пирӗнпе çук. Кайран Агриппина Зосимовна Иванова патӗнче вӗрентӗм. Вăл та академи сассипе ӗçленӗ. Пирӗн вăхăтра халăх сассипе ӗçлекен пулман. Ăна та тав сасса пăсманшăн. «Августа, сан тембр, вибратто хитре. Çавна сыхласа хăвармалла», – тетчӗ. Кайран юрăпа ташă ансамбльне ӗçлеме кӗтӗм те мана Кондратьев шăнкăравлать. «Хорта ларсан пӗтетӗн, санăн малалла вӗренме каймалла», – терӗ. А ман вӗренес килмест, укçа ӗçлесе илес килет. Анчах аслисем калаççӗ пулсан итлемеллех. Ман дисциплина, аслисене итлесси юнра пулӗ. Культура, субординаци, хаклама пӗлни те. Ачаран итлекен хӗрачаччӗ. Хăш чух ку пурнăçра чăрмантарать те. Вара Чулхулана вӗренме кӗтӗм. Унта Раççейӗн тава тивӗçлӗ артистки, пӗччен юрлассипе кафедра профессорӗ Татьяна Алексеевна Кошелева пулса. Паянхи кун та эпир унпа çыхăнура. Вăл кӗçех 75 çул тултарать. 

– Вырăс хӗрарăмӗ?

– Вырăс. Халӗ те Чулхулари консерваторире ӗçлет. Паян эпир ӗçтешсем. Мана паянхи кун та шăнкăравласа çапла калама пултарать: «Эс ку нотăна тӗрӗс мар илтӗн, ак кунта япăх юрлатăн. Эс паянхи кун та юрлама вӗренсе çитмен». Хăш чух çӗнӗ юрăсем калăплатпăр та ăна ярса паратăп. «Эй, эс халăхла юрлама манса кайнă, çӗнӗлле тенденци еннелле куçнă», – тесе калать. Татьяна Алексеевна вырăс халăх йăлисене тытса пыракан çын, ман пек çӗнӗ тенденцисене куçман. Ун патне пӗтӗм çӗршывран вӗренме килеççӗ те, хам та ун аллине лекнишӗн тав тăватăп. 

– Ӗç çулне эсир Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче пуçланă. Хорта юрланă опыт мӗн енӗпе усăллă пулчӗ?

– Кирек мӗнле ушкăна лексен те, килӗшет-и е çук, вăл питӗ пысăк опыт. Юрăпа ташă ансамблӗнче ӗçлеме питӗ лайăх. Унта çирӗп характер кирлӗ. Коллектив пысăк, хорта 80 çын тăрать. Мӗнлерех йӗрке тата дисциплина-ха! Çавна эпӗ унта илтӗм пулас. Пӗччен юрланă чух хăвшăн кăна явап тытан, кунта вара темиçе сасăпа юрламалла. Хăвăн партине питӗ çирӗп тытса пырас пулать. Çулталăк хушăра мӗне кăна вӗренмерӗм пулӗ. Гастрольсене каян. Унта салтак пек хăвăрт тăхăнса тумланас пулать. Хăш чух концертчен çур сехет, е пилӗк минут юлсан çитетӗн. Эпӗ халӗ концертсенче 5 минутра хывăнса тăхăнма пултаратăп, çӳçе тирпейлесе ӗлкӗрме те. Ку вăл профессионализм. Çакна коллективра вӗрентӗм. Йăраланма вăхăт çук унта. Хорпа Юрий Васильевич Васильев ӗçлетчӗ. Пӗрремӗш утăмсене тума пулăшакан пулчӗ вăл. Майпа усă курса ăна та чӗререн таймапуç. 

Телеертӳçӗ опычӗ те пур  сирӗн, педагог та эсир. Чăваш патшалăх университетӗнчи искусствăсен, дирижировани, вокал искусствин кафедрисен доценчӗ. Мӗнле пур çӗре те ӗлкӗретӗр?

– Хамăн профессие юратнăран пулӗ. Халӗ телевиденире ӗçлеместӗп. Пӗр тапхăр Александр Осиповпа «Телеюрă» ертсе пытăмăр. Питӗ пысăк тапхăр, хăйне май истори. Халӗ эфира тухмасть те çынсенчен тем çитмест пек, пушăлăха туятпăр тенине илтетӗп. Анчах пурнăç малаллах шăвать. Тӗрлӗ çӗнӗ форматсем çуралаççӗ, «Телеюрă» историре юлчӗ.

Тен, ăна çӗнетмелле?

– Пулать те пулӗ. Анчах мехел çитеймерӗ пуль. Эпӗ юрăç, ман концертсем нумай. Малашне тен шутлăпăр та... Чăваш эстрадинче ку енӗпе ӗçлекенсем пурри савăнтарать,  маттур вӗсем, пӗр вырăнта тăмаççӗ. Унтан 10 çул ытла Чăваш наци телевиденийӗнче  каçхи кăларăма ертсе пытăм. Унта чи паллă артистсем, юрăçсем, спортсменсем хутшăнатчӗç. Уйăхра пӗрре тухатчӗ. Пачах та çăмăл марччӗ, çапах вăй-хăват çитереттӗм. Пӗтӗм çӗре ӗлкӗреетӗп тесе калаймастăп.

– Августа Васильевна, эсир педагог та. Вӗренекенӗрсем те питӗ талантлă атьсем. Эп ăнланнă тăрăх, вӗсем ытти регионсенчен те килеççӗ?

– Çапла. Кунта пӗтӗм регионтан, пӗтӗм Раççейрен вӗренме килеççӗ. Ытларах куçăн мар майпа вӗренеççӗ. Чулхула, Мускав, Ямалпа Ненец округӗнчи, Сургут тата ытти хуласенчен. 

– Ятарласа сирӗн пата?

– Çапла. Мӗншӗн тесен Шупашкарта халăх юррисемпе ӗçлекен педагог эпӗ кăна. Фольклористсем пур. Людмила Петухова, Ирина Яковлева музыка училищинче вӗрентеççӗ. Зинаида Козлова пур – Чăваш педагогика институтӗнче. Фольклорпа халăх юрри хушшинче уйрăмлăх пур. Кунта ман халăх юррин вокал шкулӗ пуçланать. Эпир çӗнӗлле аранжировкăпа та, автор юррисене те юрлатпăр, баллада та, романс та. Вара сасă диапазонӗ те, техника та улшăнать. Малтанрах Пушкăртстанпа Тутарстанран чăн чăваш юррисене вӗренме килетчӗç.

– Вӗренекенсенчен паян хăшӗ пысăк сцена çине тухнă?

– Мускав хулинчен пуçлам-ха. Мила Ильдуганова, вăл Тутарстанран. Вăл Мускаври çар оркестрӗн солисчӗ халӗ. Ирина Яргунина çар ансамб-лӗнче юрлать. Тӗрӗс ятне калаймастăп – ансамблӗнне. Тепӗр хӗрача Анастасия Падюкова та Чăваш патшалăх филармонийӗн солистки. Пушкăртстанран килнӗ Карина Алексеева та çавăнта. Катя Мурайкина юрăпа ташă ансамблӗнче ӗçлет. Пурне те каласа пӗтерейместӗп. Халь ман хӗрсем хăйсен шкулӗсемпе студийӗсене уçрӗç. Çӗре яхăн вӗренекен манăн. 80 проценчӗ пурте çак профессипе ӗçлеççӗ. Ку маншăн хаклă. 

Паллах, «Ярды» ушкăн пирки те калаçас килет. Чăваш музыка тӗнчишӗн вăл пысăк парне пулчӗ. Ун çӳллӗ шайӗ сиртен килет, паллах.  Мӗнлерех йышăнчӗ ушкăна куракан?

– Кашни ушкăнăн хăйӗн почеркӗ пулмалла. Пирӗн вăл улшăнсах тăрать. Ак «Çеçпӗл» пур, «Çавал», этно енӗпе кайнисем пирки калатăп. «Дуняша стайл» пур, ман вӗренекенсем вӗсем, ӗçӗме тăсакансем.  Репертуар анлă сарăлни – халăх интернетра курни. Попса тетпӗр ӗнтӗ. Унсăр пуçне куçа курăнманни те пур. Класра эпир фортепианăпа та, баянпа та юрлатпăр. Вырăс юррисем те пур репертуарта. Отчет концерчӗсенче çапла ӗçлетпӗр эпир. Ушкăна çынсем йышăнни хавхалантарать.  

– Хуть кама чарса Августа Васильевнăн мӗнле юррине пӗлетӗр тесе ыйтсан кашни иккӗмӗшӗ «Атьăр, хӗрсем, вăрмана» юрра асăнасса иккӗленместӗп. Çак юрăпа Августа Уляндина çуралнă темелле. Ун историйӗ кăсăк, паллаштарăр-ха? 

– «Атьăр, хӗрсем...» юрă тухрӗ те хамшăн кăшт çăмăлттайрах хӗр-ача сăнарӗ çуралчӗ. Хăшӗсем мана пурнăçра та çапла тесе шутланă. Сцена çинче «атьăр, хӗрсем, вăрмана, вăрттăн-вăрттăн чуптума» тесе якăлтатса çӳретӗп те. Анчах эпир вӗреннӗ çынсем, музыкçăсем тетпӗр ӗнтӗ хамăра, юрра выляса кăтартмаллине ăнланатпăр. Юррăн историйӗ кăсăк. Николай Казакова пурте пӗлетӗр. Вăл Хусан консерваторийӗнчен вӗренсе килсессӗн Чăваш Республикинче çӗнӗ утăм, юхăм хăварчӗ. Эх, чăваш юррисене шутласа кăларса хăй юрлатчӗ. Шкулта вӗреннӗ чухне Казаков маншăн Турăччӗ. Консерваторирен вӗренсе таврăнсан эп вырăс культурипе тулличчӗ. Шупашкара килтӗм те вырăс юррисем никама та кирлӗ мар. Чăвашла юрлаттăм та «ай-яй ку хӗрачи чăвашла юрлама та пӗлмест» тетчӗç. Эп вара чăваш хӗрӗ-çке, паллах, питӗ лайăх калаçатăп. Анчах репертуарта пӗтӗмпех вырăс юррисем, вара Казаков патне ута пуçларăм мӗн те пулин çырса парăр‑ха тесе, ик çул утрăм. «Ой, ним те çуккă-ха», – тетчӗ ялан. Унтан черетлӗ хут килсен: «Çакăнта ман ик çул каялла Борис Чиндыков çырнă юрă выртать. Текстне вуласа пăх, енчен те хăрамастăн пулсан атя, юрла», – тет. Вуларăм, ара çамрăкçке, максимализм та аптратать. Атя, юрласа пăхатпăр терӗм вара. «Телеюрăра» тухса юрларăм та тепӗр кун çăлтăр пулса çуралтăм (кулать). 

– Хальтерехри çинчен те ыйтса пӗлес килет. Ку юрăра сирӗн мӗнпур потенциал, характер, пултарулăх шайӗ, харизма та уçăлать. Эсир унпа дива, примадонна, хăвăр пӗр тӗнче. «Я и есть Чувашия» пирки сăмахăм. 

– Питӗ анлă, килӗшекен ыйту. Репертуарта «Атьăр, хӗрсем, вăрмана» хăварнă пулин те хăйне май юрлатăп, эп халь урăхла Августа Уляндина. «Я и есть Чувашия» мана тепӗр хутчен çуратрӗ. Ман ӗнтӗ халь çулсем те кайнă. Кукамай-асанне пулмасан та. Хам пирки примадонна, çăлтăр тесе калас килмест. Эпӗ юрăçă, артистка. Çӗр‑анне тесе калас килет. Çавăн çумне тăтăм пулмалла. Çӗр‑анне ытла пысăк илтӗнет те хама çапла калама та пултараймастăп. Анчах çак статус мана килӗшет.

– Уявра эсир шăпах Çӗр‑анне пултăр. 

– Çапла, сăмахӗсене эсир çырса панă вӗт. Çак юрă, сирӗн сăмахсем, Уявра çынсем йӗри‑тавра карса илни, Çӗр‑анне сăнарӗ ӳте, кӗлеткене, юна кӗрсе ларчӗ пек. Çапла каланине хăшӗсем ку мăнкăмăлланса та кайнă тейӗç. Апла ан шутлăр. Анчах питӗ вăйлă туйăмсем пулчӗç, çак юрă та историре юлтăрччӗ. 

– Пӗрре те мăнкăмăлланни çук кунта. Эпир, ахаль куракансем, сцена çинче чаплă юрăçсене, çăлтăрсене, пӗтӗм енчен çӳллӗ шайри артиста курас тетпӗр. Музыка та, репертуар та чаплă пултăр. Чăваш юрăçисем тӗнче шайӗнчи музыкантсемпе тан пулччăр. «Я и есть Чувашия» шăпах çав йышран. 

– Çак юрăпа эпир чăваш эстрада искусствине пӗр пусăм çӳле хăпарт-рăмăр. Планкăна çӗклерӗмӗр. Унта музыка, текст, аранжировка, сăнар – йăлт килӗшӳллӗ çыхăнчӗ. 

– Вăл Чăваш Енӗн хăйне евӗр официаллă мар гимнӗ те пулса тăчӗ пулӗ? 

– Çапла теме те пулать. 2022 çулта ман пата Артем Чубуков килсе çитрӗ. «Августа Васильевна, 2023 çулта Мускавра, ВДНХра аслă сцена çинче пирӗн Чăваш Республикине кăтартас пулать. Унта ӗнтӗ пӗтӗм регион пулӗ. Пирӗн мӗнле те пулин уйрăлса тăрас пулать. Атьăр‑ха юрă шутласа кăларар», – терӗ. Чăваш Ен – вырăс грамматикипе хӗрарăм пайрăмӗнче. Çапла эпир Çӗр-анне, иртнӗ ăрупа пулас ăрăвăн – амăшӗпе хӗрӗн çыхăнăвне кăтартас терӗмӗр. Артем Чубукова пысăк тав, ăслă вăл. ВДНХри курава сакăр уйăх тытса пычӗ. Генеральнăй продюсерӗччӗ унăн. Пысăк тав ăна мана çак ӗçе хутшăнтарнăшăн. Эпир артистсем тапхăр-тапхăр палăратпăр, унтан çухалатпăр. Çак юрă мана çӗнӗрен çунатсене сарма пулăшрӗ. 

– Августа Васильевна, эсир харăсах икӗ республикăра пурăнатăр. Шупашкарта кăна мар, Хусанта та юлташсем пур, çав шутра, творчествăра та. «Болгар кызлары» фолк-ушкăнпа мӗнле паллашса кайрăр?

– Маншăн Тутарстанпа Чăваш Ен мӗншӗн çыхăнса кайнине пӗлеççӗ пулӗ ӗнтӗ. Мăшăр Тутартан. Паян ак хулапа пыратăп та Хусан тăван пулса тăнине ăнлантăм. Ман икӗ республика, икӗ хула, эп çакăнпа пуян. Ӗçтешсем çинчен каласан, тутар артисчӗсем те çывăх юлташсем пулса тăчӗç. «Восточный базар» фестивале çуллен хутшăнатăп та унта «Болгар кызлары» ертӳçипе Айгуль Зайнуллинапа паллашса кайрăмăр. Пӗрле проект тума шутларăмăр. Тата кăçал Чăваш Енре Халăхсен туслăхӗн çулӗ. Пирӗн вара пӗлтӗрех «Сандугач» – «Шăпчăк» юрă тухрӗ. Унта чăвашла, тутарла, вырăсла юрлатпăр. Питӗ мăнаçлă юрă пулса тухрӗ. 

– Сирӗн репертуар анлă, тӗрлӗ жанрсенче юрлатăр – баллада, романс, фолк. Тата мӗнпе‑тӗр çӗннипе ӗçлес килмест-и? Калăпăр поп-рок? Пӗр социаллă сетьре тахçан рэп та вуланине пӗлтӗмӗр.

– Рэп пирки калар-ха. Енчен те эс сасăпа ӗçлеме пӗлетӗн, техника аван пулсан тата ӳркенмесен чăнах та сасса тӗрлӗ жанрсемпе çыхăнтарма пулать. Ак рэп вулакан Денис Григорьева илер, псевдонимӗ Карандаш. Пирӗн ентеш вăл. Мускавра ӗçлет, Раççей рэперӗ. Ун çинчен малтан илтмен те. Мана хӗр калать: «Анне, сан концерт пулать вӗт, çынсене мӗнле те пулин тӗлӗнтерес пулать, атя‑ха çавăнпа юрлатпăр», – тет. Килӗшӗ-ши тетпӗр? Мана ун репертуарӗнчен юрă суйлама каласа хăй унпа çыхăнчӗ. Пӗр юррине, теприне пăхап – мана япăх. Унтан «Голод» тенине тупрăм. «Всего достигнув, сохрани в себе тот голод» сăмахсем унта. Ох, ярса илчӗ. Ман ӗнтӗ званисем пур, ят пур, анчах çав выçлăх халӗ те пӗтмен-ха. Енчен те çав выçлăх пӗтсен пурнăç вӗçленсе ларать. Рэперсем вӗсем питӗ ăслă çынсем, сăмахсемпе жонглер евӗр выляççӗ. Малалла вуласа кайрăм та унта пӗтӗм тӗнче, истори уçăлать. Шутларăм та ак çак пулать терӗм. Малтан унпа вырăслах юрлас терӗм, анчах чӗрене ларса пымасть тем, чăвашлах кирлӗ пек. Дениса та чăвашла вулассине каларăм, вăл та килӗшрӗ. Юрă сăмахӗсене куçартăм та каллех калăпланмасть. Мальвина Петрова пур вӗт-ха! Ун пирки те каласа хăварас килет. «Я и есть Чувашия» текстне те Мальвина Петрова шутласа кăларнă. Мальвина вăл, ой‑ой тарăн шухăшлă хӗр. Ларчӗ те наччас пилӗк минутра çырса та хучӗ. «Хăвна ан хӗрхен, ут малалла, тапсан та тăр», – сăмахсем унта. Унпа эпир питӗ çывăх. 

– Сцена костюмӗсемпе те эсир пуринчен те уйрăлса тăратăр. Тум, юрă, музыка пӗр‑пӗрин çумне хушăнса вăйлă сăнар çуратаççӗ. Пӗлнӗ тăрăх, чылайăшне хăвăрах шутласа кăларатăр. Ăçтан сирте çакăн пек пултарулăх? Кампа ӗçлетӗр ку енӗпе?

– Костюм вăл сăнара лайăхлатма та, пăсса хума та пултарать. «Культура – это одежда нации» вырăсла каларăш пур. Хуть мӗнле нацие илес пулсан та чи малтан ун мӗнле юрă, мӗнле тум пулнине пăхатпăр. Кайран тин ыттине. Сасă пур, юрă пур, тум çук пулсан пӗтӗмӗшле картина тума йывăр. Дизайнерпа ӗçлесси хак-лă паллах, вăхăт та кирлӗ. Ку енӗпе нумай асапланнă. Эп хамах директор та, аранжировщик та, дизайнер та. Дизайнерсемпе те ӗçлеп, вӗсен ячӗсене каласа хăварас килет. Катя Тонюшкина, вăл питӗ пултаруллă дизайнер. Ик çӗр проценчӗпех шанатăп ăна. Хăш‑пӗр чухне примеркăна каймасса та пултарап, Катя мана туять. Людмила Шуркина çӳллӗ шайри профессионал. Юлашки вăхăтра Эрпике Хотиновскаяпа ӗçлетпӗр. Вăл капăрлăхсене туса парать. Фотосесси майӗсене те лайăх чухлать, тӗлӗнсе кайрăм. Артиста мӗнле кăтартмаллине пӗлет. Евгения Жигловская, Анжела Атманова çӗвӗçсем. Пӗри пӗр, тепри тепӗр костюмпа ӗçлет. Мана пуринпе те хутшăнма кăмăллă. 

– Чăваш эстрадин ӳсӗмӗпе пуласлăхӗ çинчен те калаçас килет. Халь çынсем пит хаклă хакпа концерта каясшăн мар, йӳннине хăнăхнă. Ку хăйне май артиста ура хурать, сцена çине музыкантсем илсе тухаймасть, шоу туса тăкакланаймасть. Апла билет хакне ӳстермелле вӗт? Вара колонкăна флешка чиксе минус-па юрласси юлать. Кураканăн та витӗмӗ пур чăваш эстрада аталанăвӗнче. Мӗн тумалла чăн‑чăн искусство патне туртăма вăйлатас тесен? 

– Питӗ йывăр ыйту. Çак 30 çул хушшинче эпир кăшт аяларах шая анса лартăмăр. Чăваш эстрадинче кăна мар, ытти халăхсен те тӗрлӗ шай пур. Вăл пулмалла та: аялти шай, вăтамми, çӳллӗреххи. Пирӗн патшалăх çумӗнче ӗçлекен оперăпа балет театрӗ, филармони пур. Чăваш капелли хăйне май ӗçлет. Чăваш эстрадине илсен вӗсем ИП, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса тăнă та никам чарма та, айăплама та пултараймасть, налог тӳлеççӗ. Вӗсен хушшинче те питӗ талантлисем пур. Укçа пирки каласан, аялти шайри артистсен концерчӗсене çӳреме хăнăхнисем лайăхрах юрлакансене уйăрса тăмасăр çав аял шая антарса лартаççӗ. Конкуренци пач та пӗтсе ларчӗ. Çапах искусствăна çӳллӗ шая çӗклес текенсем пур. 

Тен, Тутарстан тӗслӗхӗпе Чăваш Енре те «Узгерэш жиле» пек фестиваль йӗркелесе ямалла республика ертӳçисен? 

– Шанатпăр ырă пуласлăха. Культура министерствинче те кун пирки калаçусем пыраççӗ. Светлана Каликова нумай ӗçлет, вăл йăлтах курать, тăрăшать. Ӳсӗм пулатех. Чӗрӗ сасăпа, оркестрпа юрлакан ансамбльсем пур. «Çеçпӗл» ансамбль сăмахран. Çынсен шухăшлавне майпен улăштарса пымалла. Манăн çитес концерта 15 музыкант хутшăнать. Юрлакансем те, ташлакансем те пур, паллах, билет хакне ӳстертӗмӗр. Çапах пӗр билет та юлмарӗ паяна. 

- Тутарстан чăвашӗсен, калăпăр Вера Кожеманован «Shanu» этно-джазне, Анжелика Еремееван «Ӗмӗт» фолк-ушкăнне  мӗнле хаклатăр? Мускаври «DIVA»? 

– Çирӗммӗш ӗмӗрте халăх юррине аялрах шайлă искусство шутне кӗртнӗ. Çӳлли – академи юрă искусстви. Халӗ халăх юрă искусстви ӳссе çӗкленсе пырать. Вера халăх юррисене джазпа çыхăнтарни, унпа сцена çине тухни – супер формат пулчӗ. Маттур вăл, мухтас килет. «Ӗмӗтсем» те хăйсен почеркне тупнă. Маларах ăнланса илеймерӗм-ха, пире копиленӗ пек те туйăнчӗ. Çапах тупнă йӗре тытса пыраççӗ. Пӗлетӗп, Анжелика çӗнӗ альбом хатӗрлет. Тӗлӗнтерессе кӗтетӗп. «DIVAпа» пӗрле концерт та патăмăр. Вăл аншлагпа иртрӗ. Унти музыкантсене итлеме, пăхса ларма ах тур, тутлă пулчӗ.    

– Августа Васильевна, пысăк тав сире тӗплӗ калаçушăн. Çитес çуралнă кунпа сире саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр! 

– Тавах. Сирӗн пата килнӗ чух мӗн калам‑ши интервьюра тесе пуç ватса пытăм. Виçӗмкун Елена Ваенга концертне пăхнăччӗ. «Эп пурин умӗнче те парăмра», – терӗ вăл. О, кăна хам валли илес пулать терӗм. Эпӗ те пурин умӗнче те парăмра – çемье, мăшăр умӗнче, мана чăтма çăмăл мар  (кулать), тавах мăшăрăма, хӗрӗме ăнланнăшăн. Куракан умӗнче те – юратнăшăн, итленӗшӗн. Республика умӗнче – Чăваш Республики мана нумай панă. 

(А.Уляндинан харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России