News by tag - чувашские ансамбли
-
Фольклор ăрусене, халăхсене пӗрлештер
Фольклорăн пӗрлехи кунӗ июлӗн 17-мӗшӗнче Хусанти А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче иртрӗ. Ăна Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине, В.Д.Поленов çурчӗн 110 çулхи юбилейне халалланă. Уява йӗркелекенӗсем – ТР Культура министерстви, «Таткультресурсцентр» Патшалăхăн бюджетлă учрежденийӗ тата республика районӗсенчи культура уйрăмӗсем, культура аталанăвӗн центрӗсем (ЦКР) пулчӗç. «Национальное достояние» этнокультурăн пурлăхпа çыхăнман пуянлăхне кăтартассипе иртнӗ республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ çӗрте «Таткультресурсцентрăн» ертӳçи Алсу Мифтахова уявпа саламласа сăмах каларӗ. ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова та мероприятие хутшăнакансене саламларӗ.
-
Раççейри пӗрлехи фольклор кунĕ
Июлӗн 17-мӗшӗнче Раççей çыннисем çӗнӗ, анчах та халăх хушшинче анлă сарăлнă Раççейри пӗрлехи фольклор кунне паллă тăваççӗ. Уява Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн Указӗпе паллă тума палăртнă. Ăна пирĕн çĕршывра пурăнакан халăхсен укçа-тенкĕпе çыхăнман еткерне упраса хăварас тĕллевпе ирттереççӗ.
-
Юрларăмăр, ташларăмăр чăвашла
Уяв лапамӗнче вырнаçтарнă «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Янра, хуткупăс» сценăсем çинче 100 ытла ансамбль, уйрăм юрăçăсемпе ташăçăсем, купăсçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Республикăри юрă-ташă ушкăнӗсемсӗр пуçне Самара облаçӗнчи Тольятти, Жигулевск хулисенчен, Шунтал районӗнчен, Ульяновск, Пенза облаçӗсенчен, Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчен, Пушкăрт Республикинчи Туймазы районӗнчен коллективсем инçе çула кӗскетсе Нурлата килнӗ.