Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Юрларăмăр, ташларăмăр чăвашла

Уяв лапамӗнче вырнаçтарнă «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Янра, хуткупăс» сценăсем çинче 100 ытла ансамбль, уйрăм юрăçăсемпе ташăçăсем, купăсçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Республикăри юрă-ташă ушкăнӗсемсӗр пуçне Самара облаçӗнчи Тольятти, Жигулевск хулисенчен, Шунтал районӗнчен, Ульяновск, Пенза облаçӗсенчен, Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчен, Пушкăрт Республикинчи Туймазы районӗнчен коллективсем инçе çула кӗскетсе Нурлата килнӗ.

Паллах, программăра тӗпрен илсен уяв юррисем, савăнăçлă кӗвӗсем янăрарӗç, анчах кăçал Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине те, 2025 çул Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнине те асрах тытаççӗ пултарулăх коллективӗсем. Çавăнпа сцена çинчен Çарăмсан районӗнчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблӗ (ертӳçи Л.Квакова) «Катюша» юрра шăрантарнине те, Хусанти С.Садыкова ертсе пыракан «Салам» ушкăн «Çыру салтаксем патне» (рекрут юрри), Анат Камăри «Шăнкăрав» ансамбль (ертӳçи С.Петров) «Шурă çӳçлӗ салтак-ветеран» –  пурне те асăнса та пӗтереймӗпӗр – Нурлат Уявне килнӗ кашни ансамбль патриотла юрă, рекрут юрри илсе килнӗ. Паянхи кун çак юрăсем питӗ вырăнлă пулчӗç, питӗ кирлӗ вӗсем. 

Савăнса юрлатпăр-ташлатпăр пулсан та никам та манмасть – ентешсем, тăвансем, çывăх çынсем çак вăхăтра пирӗн хăрушсăрлăха хӳтӗленипе Уява савăнăçлăн ирттеретпӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: творчество фольклор уяв 2025 чувашские ансамбли