Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фольклор ăрусене, халăхсене пӗрлештер

Фольклорăн пӗрлехи кунӗ июлӗн 17-мӗшӗнче Хусанти А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче иртрӗ. Ăна Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине, В.Д.Поленов çурчӗн 110 çулхи юбилейне халалланă. Уява йӗркелекенӗсем – ТР Культура министерстви, «Таткультресурсцентр» Патшалăхăн бюджетлă учрежденийӗ тата республика районӗсенчи культура уйрăмӗсем, культура аталанăвӗн центрӗсем (ЦКР) пулчӗç. «Национальное достояние» этнокультурăн пурлăхпа çыхăнман пуянлăхне кăтартассипе иртнӗ республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ çӗрте «Таткультресурсцентрăн» ертӳçи Алсу Мифтахова уявпа саламласа сăмах каларӗ. ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова та мероприятие хутшăнакансене саламларӗ.

А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗн холӗсенче икӗ хутӗнче те ал ăстисен ӗçӗсен куравӗ ӗçлерӗ. Шел, чăваш ăстисен ӗçӗсене курма пулмарӗ çак кун. Эпир пӗлетпӗр, республикăри кашни чăваш ялӗнче ăстасем пурăнаççӗ. Йывăçран кӗлеткесем каскалассипе те, капăрлăхсем хатӗрлессипе те, тӗрлекенсем, тетте çыхакансем... Пурне те асăнса пӗтереймӗн, питӗ йышлă. Ăстасем Фольклорăн пӗрлехи кунне хутшăнманни чăннипех тӗлӗнтерет, хурлантарать. Тен, йӗркелекенсен йыхравӗ çитмен вӗсем патне? Сăмах май каласан, мари, мордва халăхӗсен ӗçӗсене те курмарăмăр. 

Уяв программи чăннипех анлă пулчӗ. Халăх йăли-йӗркисем çинчен лекцисем итлеме те кăсăк пулчӗ. Уявăн çак пайӗнче Элмет районӗнчи Клемтел чăвашӗсем çулсерен иртекен «Чӳклеме йăлисем» çинчен каласа парса финала тухнă.  

Конкурссен пӗтӗмлетӗвӗсем тата пулчӗç уяв программинче. Тӗслӗхрен, Раççей шайӗнчи «Культура çурчӗ. Çӗнӗ формат» конкурс;  хулара вырăс тата тутар культурăпа кану вырăнӗсене тăвассипе ТР Культура министерствин грантне илессишӗн пынă конкурс; наци тумӗсене çӗлессипе тата кӗвӗ каламалли хатӗрсем туянассипе конкурс... ТР муниципаллă районӗсен хушшинче республика шайӗнчи видеоконкурс иртнӗ, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалланă мероприятисене хатӗрленисенчен чи пултаруллă йӗркелӳçе палăртнă.

Фольклорăн пӗрлехи кунӗ концертпа вӗçленчӗ. Унта Пăва районӗнчи Культура аталанăвӗн центрӗ çумӗнчи «Туслăх» фольклор ушкăнӗ хутшăнчӗ. Ансамбльпе пире Пăвари ЦКР илемлӗх ертӳçи Алёна Климко паллаштарчӗ. 

«Туслăха» чăваш культурине, фольклорне пысăка хурса хаклакан Наталия Ракова клуб ӗçченӗ никӗсленӗ. Коллектив 2020 çулта пуçтарăнма пуçланă. Пилӗк çулта вăл район, республика, регионсен хушшинчи шайсенче иртекен мероприятисенче хăйне лайăх енчен кăтартма ӗлкӗрнӗ. Наталия Ильинична кăçал май уйăхӗчченех ансамбле ертсе пынă. Халӗ «Туслăхăн» икӗ ертӳçӗ: ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Розалия Дубова тата Оксана Карабанова. 

Фольклорăн пӗрлехи кунӗнче «Туслăх» уявпа çыхăннă халăх йăлине кăтартрӗ. Коллектива çак кун «Халăх ансамблӗ» ят пачӗç. Шанатпăр, пăвасене ку хавхалантарӗ, районта çеç мар, таврара сыхланса юлнă чăваш юрри-ташшине, халăх йăлисене сцена çинчен кăтартасса шанатпăр. 

А.Климко сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: буинские чуваши Буинский район фольклор чувашские ансамбли минкульт Таткультресурсцентр