Раççейри пӗрлехи фольклор кунĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри пӗрлехи фольклор кунĕ

Июлӗн 17-мӗшӗнче Раççей çыннисем çӗнӗ, анчах та халăх хушшинче анлă сарăлнă Раççейри пӗрлехи фольклор кунне паллă тăваççӗ. Уява Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн Указӗпе паллă тума палăртнă. Ăна пирĕн çĕршывра пурăнакан халăхсен укçа-тенкĕпе çыхăнман еткерне упраса хăварас тĕллевпе ирттереççӗ.

Кăçал фольклор кунне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата халăх пултарулăхне аталантарма тата упраса хăварма пулăшакан Поленовсен çурчӗ-центрӗ 110 çул тултарнине халалланă.

Кашни регион Пӗтӗм Раççейри акци шайӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Хусанта  вӗсем А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче пулаççӗ. Паллах республикăн кашни районӗнче те уява анлă паллă тăвӗç.


фольклор обряды и традиции чувашские ансамбли

Нет комментариев