Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Чӗкеçӗн» кашни çитӗнӗвӗшӗн савăнатпăр

1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Тутарстанра наци культурисем вăйлăн аталанма пуçларӗç. Республикăра пурăнакан халăхсем ун чух тăван чӗлхине, йăли-йӗркине, харпăр хăйнеевӗрлӗхне упрама пулăшакан обществăлла организацисем йӗркелерӗç.

Çырчалли чăвашӗсем 36-мӗш шкулта пуçтарăнатчӗç

1990 çулхи çуркунне Анат Кама хулинче Чăваш обществăпа культура центрӗ, чăваш вырсарни шкулӗ тата «Шăнкăрав» ансамбль йӗркеленчӗç. Наци чӗрӗлӗвӗн çак хумӗ 1991 çулта Çырчаллине те çит­рӗ – автохулара та наци пӗрлӗхӗсем йӗркеленме пуçларӗç. Кунта чăваш общест­ви йăл илме пуçланине эпӗ питӗ лайăх астăватăп. Пӗр шухăшлă çынсене тупас тӗллевпе ун чух хулари хыпар хатӗрӗсенче пӗрре мар кунта пурăнакан чăвашсене 36-мӗш вăтам шкулта пухăнма чӗнсе пӗлтерӳсем те пичетленӗ. 

Çапла 1991 çулхи март уйăхӗн пӗр кунӗнче пӗлтерӗве вуласа пӗр 15-20 çын пуçтарăнтăмăр. Çавăн чух Çырчаллинче пурăнакан хастар чăвашсем  Галина Васильевна Николаева, Любовь Аркадьевна Михейкина тата 36-мӗш шкул директорӗ Виталий Васильевич Цыганов тӗлпулу ирттерчӗç. Вӗсем чăваш центрӗ, вырсарни шкулӗ тата ансамбль йӗркелесси пирки пӗлтерчӗç. Пухăва килнисен ячӗ-хушамачӗсене, адресӗсемпе телефон номерӗсене çырса илчӗç. Тепӗр тӗлпулăва та çавăн чухнех палăртрăмăр – майăн 21-мӗшӗнче Кама юханшывӗн хӗрринче тӗл пулăпăр. 

1991 çулхи май уйăхӗн 21-мӗшӗ ăшă та хӗвеллӗ пулчӗ. Кăнтăрла палăртнă вырăна нумай çын пухăнчӗ. Килнӗ чăвашсем пурте савăнăçлă, пур çӗрте те тăван чӗлхе янăрать, чăвашла юрăсем шăранаççӗ, ташлакансем те пур. Çак кун Çырчалли чăвашӗсем пӗрремӗш хут Уяв ирттерчӗç. Шăп çавăн чух хулара виçӗ пӗлтерӗшлӗ пулăм пирки халăх илтмелле пӗлтерчӗç: Çырчаллинче Чăваш обществăпа культура центрӗ, вырсарни шкулӗ тата фольклор ансамблӗ ӗçлеме пуçлать. Чăвашсен пӗрлӗхне ертсе пыма пурте пӗр саслăн Виталий Цыганова суйларӗç. 

«КамАЗ» кузовӗ çинчен те юрланă

Çав кунран пуçласа кашни вырсарникун хастар чăвашсем хулари 36-мӗш шкулта пуçтарăнма пуçларӗç – кунта пурне те хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яваттăмăр, юрăсем вӗренеттӗмӗр, репетицисем ирттереттӗмӗр. 

Вырсарни шкулӗ те аванах ӗçлеме тытăнчӗ: эрнере икӗ хутчен – эрнекунпа вырсарникун – ачасем валли занятисем иртетчӗç унта. Вера Александровна Плотникова, Зоя Ивановна Халитова тата Любовь Аркадьевна Михейкина хăйсен урокӗсенче ачасене чăвашла вӗрентетчӗç, чăваш халăхӗн историйӗпе, литературипе, культурипе паллаштаратчӗç. 

Илемлӗ пултарулăх ушкăнне вара Галина Николаева ертсе пыратчӗ. Пуçласа Сабантуйра юрлама хатӗрленетчӗç ун чух чăвашсем. Наци тумӗсем çукчӗ-ха пирӗн, хӗрарăмсем темиçе хушпу кăна тупайнăччӗ сцена çине тухма. Купăс каласа юрлаттараканни малтанхи вăхăтра Виталий Васильевичпа пӗртăван Игорь Васильевич Цыгановччӗ, вăл тӗрлӗ кӗвӗ инструменчӗсемпе ăста калатчӗ. 

Хулара 1991 çулта иртнӗ Сабантуйра эпир «КамАЗ» кузовӗ çинченех юрларăмăр. Йышра 8 – 10 çынччӗ. Куракансене пирӗн юрăсем килӗшрӗç – нумайăшӗ пӗрле юрларӗ. Çакăн хыççăн эпир вырсарникунсенче концертсем лартма пуçларăмăр. Каярах пирӗн пултарулăх ушкăнӗн музыка енӗпе ертӳçи тата аккомпаниаторӗ Виталий Маторкин пулса тăчӗ. 

Çемьесемпе çӳрекенсем нумайччӗ

Вăхăт шунăçем ансамбле арлă-арăмлă Мельниковсем çӳреме пуçларӗç. Виталий Константинович купăс ăста калатчӗ. Илемлӗ сасăллăскерсем концертсенче хăйсен хитре юррисене юрласа савăнтаратчӗç. Çавăн пекех ансамбле Ирина Пигильцевăпа Римма Уденеева туссем килчӗç. Римма такмаксем шутласа кăларма ăстаччӗ, балалайкăпа та хитре калатчӗ. 

Малтанхи вăхăтра ансамбльте арлă-­арăмлă чăвашсем йышлăччӗ. Мельников­семсӗр пуçне Маторкинсем, Ильинсем, Сторожевсем, Анашкинсем, Елисеевсем, Плотниковсем, Красновсем, Николаевсем, Ивановсем, Никифоровсем, Сиплатовсем, Матвеевсем, Гайнуллинсем тата ыттисем çӳретчӗç. Репетицисенчен пӗринче ансамбле мӗнле ят парасси пирки калаçу пуçланчӗ. Тӗрлӗ вариант сӗнекен пулчӗ. Эпӗ, тӗслӗхрен, «Илем» сӗнтӗм. Анчах та Иван Иванов (Эрвуль) ансамбле «Чӗкеç» ят пама сӗнчӗ, унпа вара пурте килӗшрӗç. Каярах Иван Яковлевич «Чӗкеç» валли ятарласа темиçе юрă та çырчӗ, вӗсенчен пӗри шăпах ансамбль ячӗллӗскер. Ăна эпир концертсенче нумай юрланă. 

Виталий Маторкинăн музыка енӗпе пӗлӗвӗ ятарлă вăтамччӗ. Ташăсене хатӗрлессипе Юлия Никифорова хореограф ӗçлетчӗ. 1992 çулта «Чӗкеçе» Хусанти культура институтне пӗтернӗ Елена Кондюкова килчӗ. Вăл ансамбльте вокал енӗпе тăрăшса ӗçлеме тытăнчӗ. Кашни репетици сасăсене лартнинчен пуçланатчӗ. Ун пек пирӗн сасăсем кирлӗ пек, илемлӗ янăратчӗç вара Елена Львовна тăрăшнипе. 

Чăн-чăн кил пекех

1996 çултанпа «Чӗкеçе» Елена Кондюкова ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе ансамб­ле нумай çӗрте пӗлеççӗ халӗ. Репертуар çӗнӗ юрăсемпе пуянлансах пычӗ, çав шут­ра ятарласа ун валли çырнисем те самай. Сцена çине тухмалли пирвайхи костюмсене артистсем хăйсен укçипе туяннă материалтан шкулта çӗленӗччӗ. Вӗсене эпир хамăр пултарулăхăн малтанхи тапхăрӗнче тăхăннă. Каярах наци тумӗсем çӗнелчӗç, пуянланчӗç. 

Вырăнти фестивальсемпе уявсенче ăнăçлă юрласа ташлани коллектившăн малалла аталанмалли стимул пулчӗ. «Чӗкеç» республика шайӗнчи конкурс-фестивальсенче те чăваш халăхӗн пултарулăхне мăнаçлăн кăтартма пуçларӗ. Ансамбль ăнăçлă ӗçлени Çырчалли чăвашӗсемшӗн пултарулăхра çитӗнӳ тума кăна мар, хулара чăваш культурипе чӗлхине аталантарассинче те нумай пулăшрӗ. 

Тăван чӗлхене, йăла-йӗркене чунтан юратакан çынсем пӗрле пухăнса пысăк пӗлтерӗшлӗ, ӗмӗрхи пӗрлӗх туса хучӗç. Ансамбле çӳрекен кашни çын çак ӗçе хăйӗн тӳпине кӗртет, çавна пула коллектив ӳссе, аталанса пычӗ, чăваш халăхӗн еткерлӗхне упраса хăварас, аталантарас тата çамрăк ăрăва парса пырас текенсемшӗн вăл чăн-чăн кил пулса тăчӗ. 

Опытлă артистсемпе юнашар – çамрăксем

Ансамбле аталанма Çырчалли хулипе республикăн ертӳçисем тӗрев пани те нумай пулăшрӗ: репетицисем ирттерме залсем уйăрса пани, сцена çине тухмалли костюмсем, музыка инструменчӗсем илме пулăшни коллектива çӗнӗ шая çӗкленме, профессионализма ӳстерме, концертсемпе таçта та çитме май пачӗ. 

Паян «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗ тулли пурнăçпа пурăнать, куракансене хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарсах тăрать. Ăна чăн-чăн профессионалсем – Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем – Елена Львовна Кондюкова ертӳçӗ тата хăй ӗçне чунтан парăннă Виталий Арсентьевич Маторкин аккомпаниатор – ертсе пыраççӗ. Опытлă артистсемпе юнашар çамрăксем те пулни пуринчен ытла савăнтарать. Пирӗншӗн, хăй вăхăтӗнче çак ансамбле пуçласа яракансен йышӗнче пулнăскерсемшӗн, «Чӗкеçӗн» кашни çитӗнӗвӗ – чăн-чăн савăнăç. Эпир те хăй вăхăтӗнче чăваш халăхӗн йăлисене упрассине хамăртан пай кӗртнӗшӗн питӗ савăнатпăр. 

 

Сергей УЛАНОВ.

Аксу районӗ, Беловка. 

В.Александрова тата автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: набережные челны Чувашская культура чувашские ансамбли