г. Казань
Кăçалхи 7 уйăхра республикăра пурăнакан 954 637 çын диспансеризаци шайӗнче хăйсен сывлăхне тӗрӗсленӗ. Ăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчӗ шайӗнче тӳлевсӗр иртме пулать.
Республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли анлă диспансеризаци программин ӗçлет. 2025 çул пуçланнăранпа регионти поликлиникăсенче 3000 яхăн ветеран тӗрӗслев иртнӗ. Медицина тӗрӗслевне «симӗс коридор» принциппа йӗркелени кирлӗ специалистсене кӗске вăхăтра, черетсӗр тата нумай кӗтмесӗр иртме май туса парать.
Диспансеризаци иртесси пирики 2013 çултанпа yумай çыратпăр, вулатпăр, телевизорпа пăхатпăр. Ăна чăнах та иртмеллине, ку пирӗн сывлă[шăн кирлӗ gулнине ăнланса çитрӗмӗр
2013 çултанпа пыракан диспансеризацие иртме пирӗншӗн çулран çул çывăхрах, меллӗрех. Тӗрӗслевсен йышӗ те ӳсет, пациентсен вăхăчӗсене перекетлес тӗллевпе диспансеризаци иртессине ансатлатма тăрăшни те куçкӗрет
0