Çӗрлехи диспансеризаци
2013 çултанпа пыракан диспансеризацие иртме пирӗншӗн çулран çул çывăхрах, меллӗрех. Тӗрӗслевсен йышӗ те ӳсет, пациентсен вăхăчӗсене перекетлес тӗллевпе диспансеризаци иртессине ансатлатма тăрăшни те куçкӗрет
Пӗр 6-7 çул каялла ку ӗçе пуçараканӗ участок терапевтчӗ-тӗк, халӗ поликлиникăсенче ятарлă пӳлӗмсем уçнă. Ăнланмалла, ӗçлекенсене эрне тăршшӗпе тӗрӗслев иртме çăмăл мар, диспансеризаци кабинечӗ шăматкун та ӗçлени пациентсемшӗн кӗтнӗ пулăм.
2025 çулта çӗршыври регионсем «Çӗрлехи диспансеризаци» акци ирттернӗ.
Ярославль облаçӗнчи медучрежденисем пурте, Когалымăн хула больници (ХМАО), Ноябрьскре (ЯНАО) каçхи вăхăтра врачсем 400 пациента йышăннă. Кострома облаçӗнче те диспансеризаци иртес текенсене çурçӗрчченех йышăннă.
Çӗрлехи диспансеризацин программинче:
– юн пусăмне, глюкозăпа холестерин шайне виçеççӗ;
– лаборатори анализӗсем;
– хӗрарăмсене акушер пăхать, онкоцитологи анализӗ валли мазок илеççӗ;
– флюорографи тата ЭКГ;
– хӗрарăмсем маммографи иртеççӗ, 40 çулти тата аслăрах арçынсенне ПСА тӗрӗслеме юн анализӗ илеççӗ;
– 40 çулти тата аслăрх пациентсенне колоректальлă рак тӗрӗслеççӗ.
Мускав таврашӗнче диспансеризацие халӗ те каçхине иртме пулать.
Çӗрле иртекен диспансеризацин лайăх енӗсем:
– ӗçлекенсемшӗн меллӗ, ӗç вăхăтӗнче чылаăшӗ диспансеризаци иртеймест. Черетсем çук, пациентсем пӗр-пӗринпе тавлашмаççӗ шавамаççӗ.
– Вăхăт перекетленет. Пациент поликлиникăна пӗрре килсех пӗтӗм диспансеризацие иртет. Кирлӗ анализсене парать, экг тата ытти функционаллă тӗрӗслевсене иртет, врач патӗнче консультаци илет.
– чи пӗлтерӗшли – профилактика, чире пуçланнă чухнех тупса палăртаççӗ, çийӗнчех сиплев ййышăнаççӗ.
Тутарстанри ӗçтешӗсем мӗн шутлаççӗ-ши çакăн пирки? Кун пек акцие республикăра ирттерни усăллă пулать-ши? Е тутарастансене кăнтăрлахи вăхăтра диспансризаци тухма меллӗрех-ши?
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев