Ӗçченсен диспансеризацие мӗнле иртмелле?
Диспансеризаци иртесси пирики 2013 çултанпа yумай çыратпăр, вулатпăр, телевизорпа пăхатпăр. Ăна чăнах та иртмеллине, ку пирӗн сывлă[шăн кирлӗ gулнине ăнланса çитрӗмӗр
Сывлăх сыхлав органӗсем те ку енӗпе хăйсен ӗçне лайăхлатма тăрăшаççӗ. Тӗслӗхрен, ӗçлекен, вӗренекен граăдансем диспансеризацие иртейччӗр тесе çӗршывра поликлиникăсем çӗрле те ӗçленӗ тӗслӗхсем пур. Диспансеризаци тӗрӗслевне ирттерекенсем Тутарстанра тахçантанпах шăматкунсенче ӗçленине çулсерен тӗрӗслеве иртекенсем лайăх пӗлеççӗ.
Раççей Федерацийӗн Ӗç кодексӗн 185.1 статйипе килӗшӳллӗн ӗçчене диспансеризаци иртме пуçлăх тӳлевлӗ кун уйăрса памалла – 18 – 40 çултисене виçӗ çулта пӗр кун, 40 çултан иртнисене – кашни çул пӗрер кун, пенсионерсемпе предпенсионерсене – çулталăкра пӗр хутчен икӗ кун.
Мӗнле йӗркепе кун илме пултарать ӗçчен? Диспансеризаци тухма хатӗрленни çинчен граăданин пуçлăх ячӗпе заявлени çырать, ăна пăхса тухса ертӳçӗ приказ кăларать. Приказра палăртнă кун иртмелле те тӗрӗслевсене. Енчен те Компанин акчӗсенче поликлиникăран справка илсе килмелли çинчен асăнни çук-тăк, гражданинăн çак кунпа чăнах та диспансеризаци иртме усă курнине ӗнентерекен справка кӳрсе пама кирлӗ те мар.
Çакăн çинчен пурте пӗлеççӗ-и? Пуçлăхсем кăмăлпа пурнăçлаççӗ-и РФ Ӗç кодексӗнче çырнине?
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев