Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Миллиона яхăн тутарстан çынни диспансеризаци иртнӗ

Кăçалхи 7 уйăхра республикăра пурăнакан 954 637 çын диспансеризаци шайӗнче хăйсен сывлăхне тӗрӗсленӗ. Ăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчӗ шайӗнче тӳлевсӗр иртме пулать.

Диспансеризация. Фото ИА "Татар-информ".

ТР Сывлăх сыхлав министрествин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, диспансеризаци иртнӗ хыççăн 300 пине яхăн çыннăн сывлăхне анлăн тӗрӗсленӗ.  Çакă халиччен пӗлмен 40 830 чире тупса палăртма май панă. Вӗсенчен 75 проценчӗ хăйсен сывлăхне малалла тăтăшах тӗрӗслесе тăрӗç.

Пӗрремӗш хут тупса палăртнă чирсем хушшинче: 

  • юн тымарӗсен чирӗсем 30 процент;
  • апат ирӗлтерекен тытăмăн чирӗсем – 12,4 процент малта пыраççӗ.

Диспансеризаци пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх усал шыçăсен 679 тӗслӗхне пӗрремӗш хут тупса палăртнă. Чи пӗлтерӗшли – вӗсенчен 78,2 проценчӗ аталанма пуçланă çеç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минздрав рт Здравоохранение #диспансеризация