3000 яхăн СВО ветеранӗ анлă диспансеризаци иртнӗ
Республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли анлă диспансеризаци программин ӗçлет. 2025 çул пуçланнăранпа регионти поликлиникăсенче 3000 яхăн ветеран тӗрӗслев иртнӗ. Медицина тӗрӗслевне «симӗс коридор» принциппа йӗркелени кирлӗ специалистсене кӗске вăхăтра, черетсӗр тата нумай кӗтмесӗр иртме май туса парать.
Тӗрӗслев процесӗ паян лайăх якатнă сывлăх конвейерӗ пек ӗçлет. Терапевт кабинетӗнче пациента тухтăрсăр пуçне «Защитники Отечества» фондăн социаллă координаторӗ те кӗтсе илет. Çакă ветерансене хăйсене шанчăклăн туйма, медиксемпе калаçнă чухне пӗлтерӗшлӗ самантсене тимлӗх уйăрма пулăшать.
Программăна 2024 çулта «Защитники Отечества» фонд РФ Сывлăх сыхлав министерствипе пӗрле пуçарса янă. Унăн тӗллевӗ – çапăçăва хутшăннисен чирӗсене вăхăтра тупса палăртасси. Мӗншӗн тесен вӗсен суранӗсемпе йывăрлăхӗсен сиенӗ тӳрех палăрмасса та пултарать.
Палăртса хăвармалла, анлă диспансеризацие республикăри кирек хăш районта та иртме пулать. Тӗрӗслев иртнӗ хыççăн ветерансенчен çурри ытла медицина реабилитацине кайма направлени илнӗ. Малалла та «Защитники Отечества» фонд киле таврăннă кашни салтака анлă диспансеризаци ирттересшӗн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев