Шыв-шурсем ăшăнса çитмен-ха шыва кӗме ан васка
Шыв-шур объекчӗсенче пулакан инкексене чакарас тӗллевпе июнӗн 1-мӗшӗнчен тытăнса 31-мӗшӗччен республикăра хăрушсăрлăх уйăхлăхӗ иртет.
Тутарстанра пӗтӗмпе 14 867 шыв-шур объекчӗ. Паллă ӗнтӗ чи пысăккисем Куйбышев, Анат Кама, Заинскпа Карабаш шыв хранилищисем тата Атăлпа Кама юханшывсем. Вӗсемсӗр пуçне тата 4 пин пӗчӗк юханшыв, 8 пин ытла кӳлӗ. Паянхи кун тӗлне республикăра шыва кӗме юрăхлă пляжсем пурӗ 53, вӗсенчен 5-шӗ Хусанта. 2017 çултипе танлаштарсан икӗ хут нумайрах ку. Шел те, ятарласа хатӗрленӗ пӗр пляж та çук районсем те пур-ха пирӗн (вӗсем пӗлтӗр 14-ччӗ), ытларах территорийӗнче пысăк шыв-шур çуккисем вӗсем. Çапах кунта шыва кӗмеççӗ тенине пӗлтермест, шăрăх çанталăкра çынсене лупашка та илӗртет. Пӗвесемпе плотинăсен тарăнăшӗпе тӗпне вара ятарласа тӗрӗслемен. Нумай чухне шăп çакăн пек юраман вырăнсенче путаççӗ те çынсем. Трагедин тепӗр пысăк сăлтавӗсем – ӳсӗрле шыва кӗни тата ачасене шыв хӗррине хăйсене кăна яни (хăварни). 2026 çул пуçланнăранпа паянхи кунччен шыв-шурсем çинче 16 инкек (пӗлтӗр çак вăхăтра 26) пулнă ӗнтӗ, вӗсенче 12 çынна ӗмӗрлӗхе çухатнă эпир. Пӗлтӗр шыв-шурсенче пӗтӗмпе 42 çын путнă.
2026 çулăн шыва кӗмелли сезонӗнче шыв-шурсем çинче çынсем вилессине чакарас тӗллевпе ятарлă комисси июнӗн 1-мӗшӗнчен тытăнса 31-мӗшӗччен хăрушсăрлăх уйăхлăхне ирттерме йышăннă. Тӗп тимлӗх шывра çынсем тата пӗчӗк кимӗ-карапсем инкеке лекесрен профилактика çине пулӗ. Çак вăхăтра вырăнти хăйтытăмлăхсене çăлавçă посчӗсемлӗ пляжсем йӗркелемелли методика хатӗрӗсемпе пулăшӗç. ТР ШӖМ, МЧС, Росгварди, Сывлăх сыхлав министерствин, вырăнти хăйтытăмлăх представителӗсемпе пӗрле пляжсенчи, шыв çывăхӗсенчи ытти кану вырăнӗсенчи йӗркепе санитари нормисене тӗрӗслемешкӗн рейда тухаççӗ. Ачисене шыв хӗррине аслисемсӗр яни мӗн патне иле çитересси пирки ашшӗ-амăшӗсемпе калаçусем те ирттереççӗ. ТР
Вӗрентӳпе наука, Çамрăксен ӗçӗсен тата Спорт министерствисемпе пӗрле пляжсенче, ачасен кану лагерӗсенче августăн 31-мӗшӗчченех спортсмен-ишевçӗсемпе ытти специалистсем «Ишме вӗрен» акци ирттереççӗ. Тӗрлӗ мелпе мӗнле ишмеллине, шывра путакана пӗрремӗш пулăшу мӗнле памаллине кăтартаççӗ вӗсем. Пӗлтӗр çак акцие республикăра 117 пин ача хутшăннă. Кун çинчен паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Денис Валерьевич Мокеев каласа пачӗ.
Çанталăк тăрук ăшăтнипе çынсем халех шыв хӗррине васкаççӗ пулин те, шыва кӗмелли официаллă сезон июнӗн 1-мӗшӗнчен кăна уçăлать-ха. Августăн 31-мӗшӗччен тăсăлать вăл. Денис Мокеев каланă тăрăх, чăн малтан шыв-шурсем хальлӗхе ăшăнса çитейменнипе çыхăннă ку. Аслисемшӗн хăрушсăр шыв температури + 17– 20, ачасемшӗн +25 градусран сивӗрех пулмалла мар. Сивӗ шывра тăрук шăнăр туртас, юн тымарӗсем пӗрӗнес хăрушлăх пысăк.
Çаплах çынсене юраман вырăнсенче шыва кӗнӗшӗн административлă явап тыттарассине те аса илтерчӗ спикер. Кун пеккисене 1-1,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.
Пӗчӗк кимӗ-карапсем çӳретесси çинче уйрăммăн чарăнса иртрӗ спикер. Юлашки 5 çулта вӗсемпе çыхăннă пурӗ 10 инкек пулнă, иккӗшӗнче харăсах темиçе çын вилнӗ. Пӗлтӗр Ешӗлвар районӗнче катер ӳпле çаврăнса ӳкнипе – тăваттăн, кăçал Чистайра шыв çийӗн пӳлсе хунине асăрхамасăр ун çине пырса кӗнипе кимӗри икӗ çынран пӗри сывă юлайман.
Шывсем çинчи хăрушсăрлăх правилисене тепӗр хут аса илтерчӗ Денис Мокеев. Кунта ӗнтӗ çӗнӗлӗх çук, яланхисемех вӗсем – шыв-шур хӗрринче тимлӗх çинчен кăна манмалла мар. Урăхла каласан, юраман вырăнта, юранă çӗрте те çăлавçăсен смени вӗçленсен е пуçланиччен (çӗрле е ирпе-ирех), çитменнине тăр пӗччен, шыва кӗмелле мар. Çырантан сикес йăла, вӗрсе хăпартнă матрасс, машина кустăрмин камерисем пек хатӗрсемпе ишни пысăк трагедипе вӗленме пултарать. Ачасене вара мӗн пӗчӗкрен ишме вӗрентмелле, шыв хӗрринче пӗрре те куçран вӗçертмелле мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев