Зинаида Ивановна СЕЛИВАНОВА (ПОЛОРУССОВА) 95 çул тултарчӗ
Аксура пурăнакан Зинаида Ивановна СЕЛИВАНОВА (ПОЛОРУССОВА) мартăн 8-мӗшӗнче 95 çул тултарчӗ
Хисеплӗ те хаклă çыннăмăра сумлă юбилейпе ăшшăн саламлатпăр! Иксӗлми вăй-хал, çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, тулли телей сунатпăр, ачусемпе, мăнукусемпе савăнса тата та нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр. Питӳ çинчен йăл кулă ан кайтăр, ӗмӗтӳсем пурнăçлансах пыччăр.
Юратнă çыннăмăр эс пирӗн,
Эс хаклă пирӗншӗн темрен.
Телейлӗ пурăн ӗмӗр-ӗмӗр,
Мухтав сана чун-чӗререн.
Ывăлӗсемпе хӗрӗсем, кинӗсемпе кӗрӳшӗсем, 15 мăнукӗ, 20 кӗçӗн мăнукӗ, пӗртăванӗсен ачисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев